Чăваш наци конгресĕ çулсерен регионсен шайĕнче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» конкурс ирттерет. Кăçал унăн 2-мĕш тапхăрĕ, финалĕ, Муркаш округĕнче иртет
Конкурса хутшăнакансен апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 20-мĕшĕччен заявка тата видеоролик тăратмалла. Пĕрремĕш тапхăрта «Эпĕ тата манăн çемье», «Чăваш сăпки» конкурссем онлайн мелĕпе иртĕç. Мала тухнисем вара 2-мĕш тапхăрта «Ал ĕç ăстисем. Улах ларни», «Чăваш апат-çимĕçĕ», «Эпĕ тата манăн çемье», «Çемье вучахĕн управçи» конкурссенче тупăшĕç.

