Чи усăллă типĕтнĕ улма-çырла мĕн-ши вăл? Курага-ши? Хура слива-ши? Е иçĕм çырли-ши?

Пылак çимĕç, сахăр вырăнне типĕтнĕ улма-çырла çимелли çинчен пĕрре кăна мар çырнăччĕ. Типĕтнĕ улма-çырлара витамин, минерал, антиоксидант тата клетчатка чылай. Тĕп суперфуд шутне курагапа хура слива (чернослив) кĕреççĕ.
Çав вăхăтрах чи авалхи ỹсен-тăран — типĕтнĕ инжир (смоковница) — çинчен те манмалла мар. Шăпах ăна чи усăллă типĕтнĕ улма-çырла шутне кĕртмелле.
Типĕтнĕ инжирта клетчатка питĕ нумай: 100 грамра — 18 грамм (хура сливăрипе танлаштарсан икĕ хут ытларах). Асăннă типĕтнĕ улма-çырла апата ирĕлтерме пулăшать, пыршăлăхăн микрофлорине йĕркене кĕртет. Ăна ăша ярсан хăвна хăтлă туятăн.
Типĕтнĕ инжирта витаминпа минерал нумай: шăмăсене çирĕплетме 100 грамра 214 мг кальци пур. (Танлаштарма: курагара 160 мг, хура сливăра 72 мг). Çавăн пекех 710 мг кали тата 67 мг фосфор пурри паллă. Çакă юн пусăмне шайлаштарать, чĕре ĕçне лайăхлатать. Типĕтнĕ инжир К, В ушкăнри витаминсемпе те пуян. Унра пăхăр та нумай. Типĕтнĕ инжира çини гемоглобин шайне ỹстерме пулăшать. 100 грамра 2,0 мг тимĕр пур. Çакă пан улминчипе танлаштарсан чылай нумайрах. Ку çимĕç иммунитета çирĕплетет, шăнса пăсăласран упрать. Инжир мăнтăрлатмасть, юнри сахăр шайне тытса тăрать. Сăмах май, типĕтнĕ инжира Клеопатра та кăмăлланă-мĕн. Вăл патша майрин рационĕнче куллен пулнă.

