Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă йывăçран ырă çимĕç

Ырă йывăçран ырă çимĕç

Сăрьел ялĕнчен тухнă пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» ята тивĕçнĕ Камиль Гиззатуллин.

Камиль Латфуллович Гиззатулин 1964 çулта Сăрьел ялĕнче колхозник çемйинче кун çути курнă. Çичĕ ачаллă çемьере кĕçĕннисем Камильпе Рамиль — йĕкĕрешсем. Çемье пуçĕ Латфулла Сабирович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăлах тăван хуçалăхра ĕмĕрĕпе тăрăшса «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ (1985 ç). Амăшĕ — Эмелхада Гибадрахмановна — колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вăл I степень Амăшлăх медальне илме тивĕç пулнă.

Камиль ачаранах пĕлỹ енне тата ĕç çумне туртăнса ỹснĕ. Шкул хыççăн вăл Теччĕри совхоз-техникумра вĕреннĕ. Совет çарĕнче службăра тăнă хыççăн пĕр хушă «Победа» колхозра ĕçленĕ. Кунта пуçламăш хăнăху илни уншăн малашлăхра çирĕп никĕс пулнă. 1986-1991 çулсенче Камиль Аксу районĕнчи Калинин ячĕллĕ хуçалăхра тĕп агрономра тăрăшнă. 1992 çулта вара ентеш Аксури çул-йĕр уйрăмĕнче слесарьте тăрăшма пуçлать. 1999 çулта ăна шăпа Шупашкарти «Чебоксарская керамика» предприятине илсе çитерет. Паянхи кунчченех ĕçлет вăл кунта. Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ должноçра вăй хурать: газ оборудованийĕсене эксплуатацилес тата юсас енĕпе слесарь, ТЭС бригадирĕ.

Ĕçченĕн тивĕçĕ тĕрлĕ енлĕ: газ оборудованине юсас тата пăхса тăрас, производствăра çĕнĕ техникăпа тата технологисемпе усă курас, цехри хатĕр продукцие чĕркекен автомат-упаковщикăн технологи линийĕн газ оборудованине монтаж тăвас, пĕрлехи линине монтажлас, котельнăйсен оборудовани тытăмĕн ĕçне тĕрĕслесе тăрас енĕпе тимлет тата ытти те. Цехри кăмакасенче çунтармалли тытăма реконструкцилес енĕпе производствăшăн пĕлтерĕшлĕ техника проекчĕсене пурнăçа кĕртме те хастар хутшăннă Сăрьел арĕ.

Предприятин ăшă сечĕн тĕп элеменчĕсене лайăх пĕлнĕ май аварисене сирес ĕçе хастар хутшăннине те палăртмалла.

Çĕнĕлĕхе куллен пурнăçа кĕртсе пыни — ĕç тухăçлăхне ỹстерет. Модульлĕ котельнăйсем тăвас ĕç вăй илсен ентеш кунта та хăй пултаруллă пулнине çирĕплетет. Вăл тăрăшнипе предприятинче вĕри шывпа тивĕçтермелли тата хутса ăшăтмалли нушасем валли вĕри шыв хатĕрленĕ чух çут çанталăк газĕн тăкакне чакаракан механизма вăя кĕртнĕ. Ертỹлĕх ĕçченĕн хастарлăхне асăрхамасăр иртмен. 2024 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче Камиль Гиззатуллина «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» ят парса чысланă. Наградăсем тата та пур унăн. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ЧР Экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă пултаруллă ентешпе эпир чăннипех те мăнаçланатпăр.

Зевдет САЛАХУТДИНОВ.
Сăрьел.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code