Понедельник, 23 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул директорĕ айăплă

Шкул директорĕ айăплă

Çĕрпỹ округĕнче икĕ хĕрарăм тĕлĕшпе коррупци сĕмĕллĕ преступленисемшĕн приговор палăртнă. Пĕри — Çĕрпỹри 2-мĕш шкул директорĕ пулнăскер, тепри — унăн пулăшуçи.

Сăмах служба вырăнĕпе усă курса уйрăмах пысăк виçепе укçа вăрлани тата тăкакласа пĕтерни пирки пырать. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, шкул директорĕ 2015-2024 çулсенче виçĕ çынна ячĕшĕн ĕçе вырнаçтарни паллă. Вĕсем ĕçпе çыхăннă тивĕçсене пурнăçламассине пĕлсе тăрсах директор ĕç вăхăтне шута илмелли табеле суя кăтартусем кĕртнĕ. Çапла майпа хайхи виçĕ çынна 3,4 миллион тенкĕ куçарса панă. Унсăр пуçне 2020-2024 çулсенче шкул ертỹçи хăйне пулăшса пынă хĕрарăм урлă вĕрентỹ организацийĕн тепĕр икĕ ĕçченĕсенчен вĕсене тỹленĕ премисене çине-çинех илсе тăнă. Хăйсене служба енĕпе япăх пуласран шикленнине кура лешсем çав укçана ăна парса пынă. Тăватă çулта директор çапла майпа сотрудниксенчен 661 пин тенкĕ ытла илнĕ.

Шкул директорне тивĕçлĕ айăплав тăратнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code