Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пултаруллă ертỹçĕ

Пултаруллă ертỹçĕ

2022 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура Геройсен аллейине уçрĕç. Çак аллейăри территори пайĕнчи 8 Социализмла Ĕç Геройĕсен шутĕнче 1931 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешре çуралнă Иван Алексеевич Михайловский ячĕ те пур. Вăл, пурăннă пулсан, кăçал 95 çул тултармаллаччĕ.

Алексей Григорьевичпа Софья Гавриловнан нумай ачаллă хресчен çемйинчи 4-мĕш ачи пулнă Ваня. Мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне хутшăннă, амăшĕпе тырă вырма çỹренĕ. Хĕллехи кунсенче килĕрен çỹресе колхоз уй-хирне апатлантарма хуçалăхсенчен чăх-чĕп каяшĕ, кĕл пуçтарнă. Хăй тĕллĕн лашапа сỹрелеме пуçланă, каярахпа ака тума хутшăннă, тырă вырнă, вăрмантан вутă турттарнă, е тата Пăва, Канаш станцийĕсене тырă леçнĕ. Тен, çавăн чухне çамрăк Ваня тăван ял çĕрĕпе ĕмĕрлĕхе хăпайми çыхăннă та пулĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ытти юлташĕсемпе пĕр танах ваттисенчен кая мар тăрăшса ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче çамрăксене ытла та йывăр шăпа пỹрнĕ çав. Выçлăхне те, терт-нушине те самаях курма тивнĕ вĕсен. Çамрăксем кашни йывăрлăх витĕр чăтăмлăхпа, ирсĕр тăшмана çĕнтерес шанăçпа утса тухнă, май килнĕ таран Çĕнтерĕве çывхартнă.

Иван 15 çулта ялти 7 класлă шкула пĕтерсен пĕр вăхăт колхозра ĕçленĕ, унтан Канашри механизаторсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухсан Елчĕкри МТСра тăрăшма пуçланă. Хăйĕн тăван Ворошилов ячĕллĕ колхозри трактористсен пĕр бригадине çирĕплетеççĕ çамрăка. ХТЗ маркăллă тракторпа та тăрăшать. Нумай çул тимленĕрен техникăна аван вĕренсе çитет, паха опыт пухать. Часах харсăрскере трактор бригадине ертсе пыма шанаççĕ, пилĕк çул тимлет Иван çак ĕçре.

Çак тапхăрта Аслă Пăла тăрăхĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Малтан, 1951 çулта, Исемпелĕнчи «МОПР», 1953 çулта Кушкăри «КИМ» хуçалăхсем хутшăнаççĕ Тимешсем çумне. 1957 çулта пĕрлештернĕ хуçалăха «Победа» ят параççĕ. Икĕ çултан таврари ытти ялсенчи «Комбайн» (Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал), «Марс» (Сăрьел), Горький ячĕллĕ (Кивĕ Арланкасси, Энтепе, Çĕнĕ Арланкасси) хуçалăхсем те пĕрлешеççĕ «Победа» колхозпа. 1958 çулта МТСсене пăрахăçланă хыççăн ытти колхозсем пекех «Победа» та хăй вăйĕпе техника туянма пуçланă. Пĕрлешиччен ялсенче тĕрлĕ енĕпе ĕçлекен бригадăсем пулнă пулсан, халĕ вара пысăк колхозра комплекслă бригадăсем йĕркелеççĕ. Çакă ĕçсене тĕплĕнрех те тухăçлăрах, кĕске вăхăтра туса пыма май парасса шанаççĕ ертỹçĕсем. 1960 çулта Иван Алексеевича 10 яла пĕрлештернĕ пысăк колхозăн Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи 5-мĕш комплекслă бригадине ертсе пыма çирĕплетеççĕ. Вун çичĕ çул тăрăшать вăл çак ĕçре. Бригадăн тĕп пуянлăхĕ — çĕр, Тимешсене ăна 1200 гектар çирĕплетсе панă. Çĕнĕ бригадир ĕçлеме пуçланă вăхăтра ялта мăйракаллă шултра выльăх, чăх-чĕп фермисем, лаша витисем тата тĕрлĕ ял-хуçалăх техники пулнă.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Социализмла Ĕç Геройĕсем ĕçлĕ калаçу ирттереççĕ. Сылтăмран сулахаялла: Михайловский Иван Алексеевич — бригадир, Петрова Александра Егоровна — звено ертỹçи, Свеклов Василий Григорьевич — председатель.

Мĕнпе пуян-ха ял çынни ? Вăл вăхăтра çак ыйту çине тỹрремĕнех: «Тырăпа», — тесе çирĕплетнĕ пулĕ кашниех. Çакна шута илсе Аслă Пăла Тимешсем тырă туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Бригадăна пĕр çулталăкра сахалтан та 13 пин центнер тырă кирлĕ пулнă. Михайловский ертсе пыракан бригада темиçе çул хушши элита сортлă тыр-пул туса илессипе ĕçленĕ. Унăн вăрлăхне сăнав станцийĕнчен илсе килсе акнă. Элита тата пĕрремĕш репродукциллĕ 8000 центнер паха вăрлăх хатĕрлесе урăх хуçалăхсене сутнă. Бригадăра сортлă вăрлăх çитĕнтернĕ май унăн пахалăхне В.И.Измин агроном тĕрĕслесех тăнă. Вăрлăха ятарлă михĕсем çине тултарса ăçта туса илнине, сортне, пахалăхне çырнă биркăсем çирĕплетнĕ те Канаш хулинчи элеватора ăсатнă. Патшалăха тата ытти хуçалăхсене сортлă вăрлăх сутса колхоз çулленех пысăк тупăш илнĕ. «Победа» колхозри 5-мĕш бригадăн тыр-пул тухăçĕ те яланах пысăк пулнă: гектартан 22-32 центнер тĕш тырă, 155-320 центнер çĕрулми, 736-917 центнер выльăх кăшманĕ, 622-759 центнер силос валли кукуруза туса илнĕ. 1966 çулхине симментал ăратлă кашни ĕнерен 3083 кг сĕт суса илнĕ, кашни чăх 231 çăмарта тунă. 1967 çулта Михайловский бригади Чăваш АССРĕнче чи пысăк тухăç — гектартан 32,4 центнер — тулă пухса кĕртнĕ. Çак çитĕнỹсене вăл хăйĕн тỹрĕлĕхĕпе, колхоз пурлăхне куç шăрçине сыхланă пек сыхлас тĕллевпе, халăх мулне çултан-çул ỹстерсе пырас тесе ырми-канми ĕçлесе çĕнсе илнĕ.

Хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе пĕрлех бригадирăн çитĕнỹсем тума агрономи наукине пĕлни, малта пыракансен опытне тимлесе вĕренни те нумай пулăшу панă. Иван Алексеевич ял çинче пысăк авторитетлă, малашлăха курса ертсе пыма пĕлекен, тавçăруллă, çивĕч ăслă çын пулнă. Вăл уй-хирти ĕçе чăн-чăн хуçа пек пĕлсе, ăнланса ертсе пынă. Бригадир мĕнле — ĕçченсем те çапла. Вăл вăхăтра колхозниксем ир-ирех ĕçлеме пуçланă. Тепĕр çĕрти хуçалăхсенче ĕçе кайнă вăхăтра кунта ĕнтĕ ирхи апат çиме ларнă. Иван Алексеевич пекех 5-мĕш бригада членĕсем кашнийĕ ĕçшĕн хыпăнса çуннă. Тен, бригадăра тухăçлă тыр-пул çитĕнтернин пĕр тупсăмĕ шăпах çакăнта та пулĕ. Ĕçлекен пирĕн çĕршывра яланах пысăк хисепре пулнă. Кам кăмăлтан тăрăшать, ăна халăх сума сăвать. Çакна бригадăри 14 çынна ял хуçалăх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 1966 çулта орденсемпе медальсем парса чыс туни те çирĕплетсе парать. Бригада хăйĕн сумлă çыннисемпе чăнахах та мухтанма пултарать. Пĕринчен тепри хастар та пултаруллă. Халăх пултарулăхĕнче шырас пулать те пулĕ çак çитĕнỹсен çăлкуçне.

Иван Алексеевич Елена Ивановнăпа çемье çавăрса 6 ача пăхса ỹстернĕ. Наталия Мускаври апатлану предприятин ертỹçи, Светлана Мускав облаçĕнче кулинар пулса тимлет. Алексей Ульяновск хулинчи çар училищине пĕтернĕ, анчах çамрăк офицерăн пурнăçĕ 1998 çулта татăлнă. Нина фармацевтра тăрăшать, Иван Мускав хулинче вахта мелĕпе ĕçлет. Василий 22 çул Шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçлесе подполковник званипе отставкăна тухнă, ашшĕн çурчĕ çумĕнчи пушă вырăна çĕнĕ çурт çавăрса пурăнать.

Тăван çĕршыв Иван Алексеевича тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн пысăка хурса хакланă. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ 1966 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче йышăннă Указ тăрăх тĕш тырăпа выльăх апачлĕх культурăсем туса илессине тата хатĕрлессине ỹстерес тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн, техникăпа питĕ тухăçлă усă курнăшăн Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă ăна, Ленин, Октябрьти Революци, «Хисеп Палли» орденсемпе наградăланă. Вăл СССР ВДНХн икĕ ылтăн медальне, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ (1966) ята тивĕçнĕ. СССР Аслă Канашĕн 8-мĕш суйлаври (1970-1974) депутатне, Елчĕк районĕн халăх депутачĕсен тата Аслă Пăла Тимеш ял Канашĕн депутатне суйланă ăна.1967 çулта И.А. Михайловский ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекине тата Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекине кĕртнĕ.

1977 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче чире пула Геройăн чĕри тапма чарăннă. Ăна тăван ялĕнче пытарнă.

Владимир ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code