Çурхи призыв июлĕн 15-мĕшĕччен пырĕ.
Çĕршыва хỹтĕлесси чыс тата тивĕç. Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнчен асăннă тапхăрта пирĕн округран 30 яхăн çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Ятарлă комисси витĕр тухнисенчен ытларахăшĕ служба тивĕçĕсене сывлăш-десанчĕн çарĕнче, тинĕс флотĕнче тата наци гвардийĕнче пурнăçласшăн. Сроклă службăра тăракансене никама та ятарлă çар операцийĕ пыракан территорисене илсе каймĕç.

