— Çак кунсенче лавккара срокран тухнă сарделька сутрĕç. Çакăн пек лару-тăрăва лексен тавар туянаканăн мĕн тумалла-ши?
Патреккел ялĕнчи хаçат вулакан.
Ыйту çине Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Светлана Петрянкина хуравлать.
— Енчен те эсир пахалăхсăр тавар туянтăр пулсан, ăна лавккана тавăрса тăкакланă укçана каялла илме пултаратăр. Сире «Потребительсен прависене хỹтĕлесси çинчен» саккун хỹтĕлет. Пахалăхсăр тавар сутнă тĕслĕх пулсан эсир пирĕн уйрăма 8 (835) 32 50345 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.

