
Ырă кăмăллă, сăпайлă, тарават, вашават, илемлĕ те ăш пиллĕ. Шкул çулĕсенченех çакăн пек ырă енсемпе асра юлнă пирĕншĕн Элекçей Тимеш ялĕнче пурăнакан Эльвира Геннадьевна Иванова вĕрентекен. Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çын вăл. Унпа час-часах курса калаçнă май чун çĕкленнине туятăн, савăк ачалăх аса килет.
Шкул пĕтернĕренпе нумай çул иртрĕ пулсассăн та пирĕнпе çыхăну тытать, пурнăçпа интересленсе тăрать. Савăнăçа та, пăшăрханăва та пĕрле пайлать вăл.
Ĕмĕрне вĕрентекенре ĕçлесе ирттернĕ Эльвира Иванова сахал мар ачана пĕлỹ панă. Çамрăк педагога аслă шкул хыççăн 1979 çулта Патреккел ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула алгебрăпа геометри предмечĕсене вĕрентме янă. Çак ĕçре 2011 çулччен тăрăшнă вăл. Чун-чĕри ăшшине вун-вун вĕренекене панă учитель пирки час-часах çапла каланине илтме пулать:
— Эльвира Геннадьевна хăйĕн пĕлĕвне ача патне çăмăллăн çитерме пĕлетчĕ, çавна май вĕренỹре йывăрпа ĕлкĕрсе пыракансем те темăна аван ăнланатчĕç.
Эльвира Иванова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Константинова) 1956 çулта Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче Геннадий Ефимовичпа Серафима Михайловна Константиновсен туслă çемйинче кун çути курнă. Тăватă ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр. Эльвира çемьере чи асли пулнă. Кĕçĕннисене пăхасси, вĕрентесси, пулăшасси аппăшĕ çинче те пулнă. Кил-çуртри тасалăхшăн та яваплă пулнă хĕр ача. 1963 çулта Эльвира пуçласа парта хушшине ларнă. Шкул хыççăн 1974 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулта паллашнă та вĕсем пулас мăшăрĕпе — Элекçей Тимеш ялĕн çамрăкĕпе Николай Петрович Ивановпа. Пĕрле туслă çỹренĕ хыççăн пĕр-пĕрне юратакан хĕрпе каччă 1975 çулта (1-мĕш курс пĕтернĕ хыççăн) çемье çавăрнă. Тепĕр çултан çамрăк çемьере ывăл кун çути курнă. Ачана пăхасси ансатах пулмасан та Эльвира Геннадьевна вĕренĕве пăрахман. Çумĕнче юратнă мăшăрĕ тата унăн ашшĕ-амăшĕ пулни çирĕп тĕрев панă. Хуняшшĕпе хунямăшĕне — Петр Ивановичпа Клавдия Степановнăна пĕчĕк ывăлне пăхма пулăшнăшăн Эльвира халь те тав сăмахĕпе аса илет. 1979 çулта диплом илнĕ хыççăн Ивановсем çуралса ỹснĕ тĕп киле таврăнаççĕ. Шăкăл-шăкăл пурăнса икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстереççĕ вĕсем. Ачисем хăйсем пекех ĕçчен те типтерлĕ пулса çитĕннĕ. Андрей — строитель профессине суйланă. Алексей Патăрьел больницинче хирург пулса тăрăшать, Алина хĕрĕ вара инженер профессине алла илнĕ.
Эльвира Геннадьевна пирĕн класс ертỹçи пулнă май ун пирки вулакана тĕплĕнрех çырса кăтартас килет. Вĕрентекен пирки аса илсен яланах пирĕн куç умне ăшă кулăллă, кăмăллă сăн-питлĕ хитре çын тухса тăрать. Кашни ачашăн «иккĕмĕш анне» вырăнĕнче пулчĕ çывăх çыннăмăр. Темăна ăнланмасан, тепре ăнлантарма тăрăшатчĕ. Класс сехечĕсенче тарăн шухăшлă темăсем çĕкленетчĕç, кружоксем ертсе пыратчĕ, вĕсенче пурнăçа та вĕрентетчĕ.
Шкул пурнăçĕ хăй пĕр пысăк тĕнче. Туслă ушкăнпа уяв концерчĕсем хатĕрлени, пĕр-пĕр праçник тĕлне стена хаçачĕсем кăларни асран тухас çук. Кашни ĕçре пире юратнă учитель пулăшу аллине тăсатчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче шкул ачисем тăван хуçалăхăн ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнатчĕç. Кĕрхи кунсенче шкулĕпех çĕр улми пуçтарма илсе каятчĕç пире. Юратнă учитель кунта та юнашарччĕ. Пĕрле ĕçленĕ май хавхалантарса пыратчĕ, малта пыма хистетчĕ. Турă пỹрнĕ чăн-чăн педагог Эльвира Геннадьевна. Хамăра чунтан юратнине, тăван атте-анне евĕр пире ырă суннине, эпир, ачасем, ялан туйса тăнă, малти ретре пыма ăнтăлнă, çитĕнỹсемпе хавхалантарнă. Унăн сăпайлăхĕ пирте упранать. Пĕр ялта пурăннăран уроксем пĕтсен Патреккелĕнчен Элекçей Тимешне пĕрле утаттăмăрччĕ. 3-4 çухрăм тăршшĕнче нумай истори каласа кăтартатчĕ аслă юлташăмăр, пĕрле юрăсем те юрласа илеттĕмĕр.
— Класс ертỹçи пулса пурĕ 5 ушкăн кăлартăм. Кашнине тарăн пĕлỹ пама тăрăшрăм, мĕн пур ача маншăн çывăх пулнă, халĕ те чĕрере упранаççĕ. Тĕл пулусенче сире курсан эпĕ тăван ачана курнă евĕр савăнатăп, — çапла палăртать педагогика ĕçĕн ветеранĕ. — Пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытни пурăнма вăй-хăват хушать те ĕнтĕ, эсир манăн Патреккел шкулĕн пуçласа 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенĕсем пултăр.
Эльвира Геннадьевна пултаруллă вĕрентекен пулнипе пĕрлех ырă мăшăр, сăпайлă кин, юратнă анне, кукамай тата асанне те. Мăшăрĕпе, унăн ашшĕпе амăшĕпе килĕшỹре пурăнса кил-çурт ăшшине тивĕçлипе упранă тата упрать вăл. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçре те пысăк хастарлăхпа палăрнă. Геннадий Борисов ертсе пынă Патреккел халăх хорĕн хастар членĕ пулнă вăл чылай çул. Спектакльсенче те вылянă. «Арăм» спектакльте тĕп роле калăплама шаннă ăна. Эльвира Геннадьевна мăшăр рольне тĕлĕнмелле ĕнентерỹллĕн выляса кăтартса халăх чĕринче ырăпа çырăнса юлнă: куракансене куççульлентернĕ. Спортпа та туслă пулнă — шкул шайĕнче тата унăн тулашĕнче иртнĕ ăмăртусенче те хастарлăх кăтартнă учитель.
Ĕçне кура — хисепĕ. 2008 çулта районта «Чи класлă класнăй» конкурс çĕнтерỹçи пулса Елчĕк чысне республика шайĕнче хỹтĕленĕ, 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вĕренỹри пархатарлă ĕçшĕн сахал мар наградăна тивĕçлĕ пулнă. 2000 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă ăна. 1984, 1989, 1992 çулсенче Елчĕк районĕнчи халăх çутĕç пайĕн, 1995, 2004 çулсенче Елчĕк район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Чи хакли вара уншăн — вĕрентекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн тав сăмахĕ, хисепĕ.
Ивановсем — ырă чунлă мăшăр. Çакă пĕр тĕслĕхре те лайăх курăнать. Элекçей Тимеш ялĕ витĕр аслă çул иртет. Пĕр хĕллехи шартлама сивĕ каç асăннă çемье тепĕр çемьене нушаран çăлса хăварнă. Çĕнĕ çул каçĕ ял тĕлĕнче автомашини пăсăлнăран пĕр мăшăр шăнса кỹтнĕ. Пач палламан Ивановсен чỹречинчен шаккама хистенĕ инкек. Лешсем вара çĕрлехи хăнасене çĕр каçма кĕртнĕ, апат çитерсе ăшă вырăн хатĕрленĕ. Тепĕр кунне вĕсене автомашина юсама пулăшса инçе çула пиллесе ăсатнă. Çамрăк çемье кăштах вăхăт иртсен хăйсене пулăшакансене тав тума тепре çаврăнса çитнĕ Ивановсем патне. Пирĕн хаклă Эльвира Геннадьевна мĕнле ырă та пархатарлă çын пулнине сăмахпа каласа пĕтерме те çук.
Çак кунсенче хаклăран та хаклă, юратнăран та юратнă пирĕн класс ертỹçи Эльвира Геннадьевна Иванова хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Уяв ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламласа эпир сире ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, çăлкуç таппиллĕ вăй-хал сунатпăр. Пурнăç çулĕпе малашне те пурнăçа юратса утма сĕнетпĕр. Пире тата çывăх çыннăрсене хăвăрăн ырă кăмăлăрпа нумай-нумай çул савăнтарса пурăнăр, вĕсен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр сирĕн. Сĕтелĕр çăкăр-тăвартан, кĕрекĕр сире юратакан çынсенчен ан татăлтăр. Эпир сире чун-чĕререн юрататпăр, хисеплетпĕр, хаклатпăр, эсир пурришĕн Турра тав тăватпăр. Тавах сире хăвăрăн ĕçĕре тата хăвăрăн вĕренекенĕрсене юратнăшăн!
1994 çулта Патреккел шкулĕнчи
11-мĕш класран вĕренсе тухнă ачасем.

