Июнĕн 3-мĕшĕнче Чăвашпотребсоюз ертỹлĕхĕ Канаш округĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе семинар-канашлу йĕркелерĕ. Çавна май журналистсем Канаш райповĕн предприятийĕсенче пулса курчĕç.

Конкуренци çивĕчленсе пынине пăхмасăр Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем рынокра тарăн тымар янă — вĕсем чылай çул халăх ырлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Райпо пурнăçран юлманнине, ĕçе çĕнĕлле йĕркеленине, сентресем таварпа пуянлансах тăнине хаçат ĕçченĕсем суту-илỹ точкисенче пулнă май хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Ĕç-хĕл пирки Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов та тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Суту-илĕве, общество апатланăвне, хатĕрлев производствине аталантарма пĕлтĕр 300 миллион тенке яхăн инвестици хывнă. Хушма хуçалăхсенчен аш-какай, сĕт, пахча çимĕç йышăнасси йăлара. Автолавккасем пирки те тĕплĕн каласа кăтартрĕ ертỹçĕ: вĕсем аякри пĕчĕк ялсенче пурăнакансемшĕн чăн çăлăнăç. Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.
Мероприяти хыççăн семинар-канашлăва хутшăннисем Канаш хулинчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата вырăнти хирĕçỹсенче интернационаллă тивĕçе пурнăçланă салтаксен палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

