Патреккел ялĕнчен Смоленскпа Орел патĕнче çапăçнă фронтовиксем çинчен каласа панă хыççăн хальхинче Сталинград тата Ленинград патĕнчи çапăçăва хутшăннисем çинчен калаçăпăр.

Мускав патĕнчи çапăçу нимĕçсен «блицкриг планне» вилĕм кỹнĕ, анчах вермахт хăватлă пулса юлнă. 1942 çулхи çулла Гитлер совет-нимĕç фрончĕн кăнтăр флангĕ çине пысăк наступлени тума палăртнă. Тĕллевĕ — Сталинграда — Атăл çинчи тĕп промышленноçпа транспорт центрне — ярса илесси, Кубаньпе Ставрополь çĕрĕсене йышăнасси, Кавказри нефть уйĕсене çĕмĕрсе кĕресси.
Çак хăрушлăха сирсе яма 1942 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче 1-мĕш гварди çарне туса хунă. Командовани штабĕн 994144-мĕш номерлĕ директивипе килĕшỹллĕн пулнă ку. Пирĕн ентеш, Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ Михаил Ефимович Вершков, стрелоксен 39-мĕш гварди дивизийĕнче çапăçнă.
1942 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче хаяр çапăçусенче Сталинград фрончĕн командованийĕ Донăн пĕчĕк кукăрĕнче плацдарм тытса тăракан 4-мĕш танк çарĕн оборонине çирĕплетме тĕв тытнă. 39-мĕш гварди стрелковăй дивизийĕ çурла уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче каçхине Дон урлă каçса Сироткинский район еннелле наступлени пуçлама приказ илет. Дивизи хăвăрт утнă, Трехостровская станци таврашĕнчи Задонье ялĕнчи позицисене çитнĕ. Тĕп тĕллевĕ — Хлебный, Кисляки ялĕсене тата Трехостровская ялне çавăрса илсе оборона линийĕ йĕркелесси. Ялта дивизи штабне туса хунă.
Каç пулсан ял çийĕнчи тỹпене «юнкерсен кĕтĕвĕ» — тăшманăн хĕрĕхе яхăн самолечĕ — «çурса» кĕнĕ. Пĕр хĕрхенмесĕр бомбăсем пăрахнă вĕсем. Аркатакан «хура кĕтỹ» тухса кайсан хăй хыççăн кĕл, вилнĕ тата аманнă салтаксен, вырăнти çынсен кĕлеткисене хăварнă.
Çурла уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенчи каç çивĕч кĕтỹпе иртнĕ. Пĕр чарăнмасăр тупăсем пени тата çеçен хирти вут-çулăм çути канăç паман. Салтаксем йĕркеллĕ çывăрман — ывăннине пĕлмесĕр окопсем чавнă, хỹтлĕхсем тунă. Йывăр тăпрана сапер кĕреçисемпе чавма çăмăл пулман. Шурăмпуç çывхарнă май артиллери снарячĕсен кĕрлевĕ вăйлансах пынă. Трехостровская ялĕ умĕн тăшман пĕрремĕш оборона линийĕ çине тапăнма пуçланă. Тỹпере каллех тăшман самолечĕсем, çав самантран пуçласа дивизи çийĕнче 30-40 «Юнкерс» самолет тăтăшах çаврăннă.
Ирхине 10 сехет тĕлнелле ял енне нимĕç танкĕсен икĕ пысăк колонни ыткăннă. Тỹпе тусанпа хупланнă, сывлăш çапăçу машинисен хăрушă кĕрлевĕпе тулнă. Танксем хыççăн пехота пынă. Хăш-пĕр вырăнта пирĕн полксене самаях «лапчăтнă».
Аркатуллă бомбăсем пăрахнă тата тăшман танкĕсем тапăннă хыççăн дивизи питĕ пысăк çухату тỹснĕ, салтаксен пысăк пайне çухатнă. Фашистсен çарĕсем, чи кĕске çулпа Сталинграда çитме тăрăшнă. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнчи пĕр хаяр çапăçу Михаил Вершковшăн юлашки пулнă. Ăна пытарнă вырăн пирки «Мемориал» асăну базинче нимĕнле информаци те çук. Çавна май ентешĕн ячĕ салтаксен списокĕнче пуррипе çуккине пĕлес тесе Трехостровская ял тăрăхне ыйтупа тухрăм.
1942 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирхине ирех 207-мĕш стрелоксен дивизийĕн полкĕсем, Атăл урлă вăрттăн куçса, малтанхи позицисене йышăннă. Вĕсен кỹршинче, сылтăмра — 315-мĕш стрелковăй дивизи, сулахайра — 39-мĕш стрелоксен дивизийĕ. Вăл Дон юхан шывĕ хĕрринчи çаврашкаран аран-аран хăтăлнă (унăн трагедийĕ çинчен маларах асăннăччĕ). 207-мĕш стрелковăй дивизи тăшманăн — вермахтăн 76-мĕш пехота дивизине хирĕç тăнă. Паулюсăн чаплă 6-мĕш çарĕн пайĕ шутланнă вăл. Ăна 16-мĕш танк дивизийĕ тата 4-мĕш танк çарĕн 14-мĕш танк корпусĕнчи 3-мĕшпе 60-мĕш мотострелковăй дивизисем пулăшнă. Çак вăйсемпе тăшман 564 км çинчи чугун çул разъездне, тĕп оборона линине, тытса тăнă. 1942 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен 207-мĕш стрелковăй дивизи «Семафоршăн çапăçу» ятлă 564 чугун çул разъезчĕшĕн пынă çапăçăва хутшăннă. Дивизи пысăк çухатусем тỹснĕ, унăн стрелковăй полкĕсене (594, 597, 598-мĕш) тăтăшах сывлăшран тапăннă. Пуç хунисен хурлăхлă списокĕнче Аркадий Михайлович Можаев ячĕ те пур. Елчĕк районĕнчи çар комиссариатĕнчен çар ретне тăнă Патреккел арĕ. Стрелоксен 207-мĕш дивизи ретĕнче тăнă. Ăна Котлубань ялĕнчи пĕрлехи вил тăпри çине пытарнă.
Сталинграда хỹтĕлекенсен шутĕнче Василий Максимович Семенов та пулнă, вăл та Патреккел ялĕнчен. Унăн шăпи Котлубань станцийĕ патĕнчи çапăçусемпе тачă çыхăннă. Семенов службăра тăнă 173-мĕш стрелковăй дивизие 1942 çулта çĕнĕрен йĕркеленĕ 24 çар йышне кĕртсе Сталинград хулине куçарнă.
Поездсем ытларах çĕрле çỹренĕ, палăртнă вырăна çитсен вара хатĕр-хĕтĕре хăвăрт пушатнă та çавăнтах чугун çул станцийĕсемпе çул хĕррисем тавра вырнаçнă вăрмансенче, çырмасенче тата поселоксенче хỹтлĕх шыранă. Иловлинка станцине çитсен дивизи подразделенийĕсен умне Дон çеçен хирĕн хăнăхман условийĕсем урлă 4-5 кунлăх 150 км çула тухмалла пулнă. 1942 çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче 173-мĕш стрелковăй дивизи хĕвел тухăçнелле, ака уйăхĕнче вара тата маларах, чугун çул патне çывăхрах (Котлубань станцийĕ, 564-мĕш км) пухăннă. Дивизи 1942 çулхи авăн уйăхĕнче 18-23-мĕшĕсенче Котлубань станцийĕ çывăхĕнче наступлениллĕ çапăçусене хутшăннă. Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче пысăк çухатусем тỹснĕ дивизие Дон фрончĕн саланса кайнă 232-мĕш тата 221-мĕш стрелоксен дивизийĕсемпе пĕрлештернĕ.
1942 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче П.И.Бартов ертсе пыракан 65-мĕш çар йышне кĕрекен 173-мĕш стрелоксен дивизийĕ Сталинград патĕнче хупăрласа илнĕ тăшман ушкăнне хирĕç çапăçнă. Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче дивизи Казачий Курган ялне ирĕке кăларнă. Çак тапхăртах, раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче, В.М.Семеновăн кун-çулĕ вĕçленнĕ, ăна Дмитриевка ялĕнче пытарнă.
Ленинград патĕнчи çапăçу Сталинград çапăçăвĕнчен хĕрỹрех пулнă. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Север» ушкăнĕн çарĕсем Шлиссельбург хулине ярса илнĕ. Нева çăл куçне хăйсен аллине илнĕ те Ленинграда пỹлсе хунă. Финлянди çарĕсем хулана çурçĕр енчен блокадăланă, анчах вĕсене 23-мĕш çар Карелин çирĕплетнĕ районĕнче тытса чарнă. Çав кунтан пуçласа хулана хупăрласа илме пуçланă, блокада 872 куна тăсăлнă. Ленинградăн тата унăн таврашĕнчи хуласен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 5000 тăваткал çухрăм. Балтика флочĕн çарĕсем пурте тенĕ пекех тата Ленинград фрончĕн çарĕсен пысăк пайĕ (8, 23, 42 тата 55-мĕш çарсем) — пурĕ çур миллион ытла çын — çавăрса илнĕ. Çарсемсĕр пуçне хулари пĕтĕм халăха та — 2,5 миллиона яхăн çынна тата хула тулашĕнче пурăнакан 340 пин çынна — çавăрса илнĕ. Пур чугун çул, юхан шыв тата çул-йĕр çыхăнăвĕсене те татнă. Ленинградпа халĕ çыхăнăва сывлăшпа тата Ладога кỹлли урлă кăна тытнă, унăн çыранăсем патне хуларан Ириновская чугун çул линийĕ пынă.
Ленинград тата Волхов фрончĕсен çарĕсем 1942 çулта Ленинград блокадине çăмăллатма хăтланнă. План тăрăх Волхов юхан шывне йышăнакан нимĕçсен çарне çавăрса илсе пĕтермелле, Ленинграда çитсен Ладога кỹллипе чикĕленекен çарсене татмалла пулнă.
Любанская ят панă операцин стратегиллĕ планĕ тăшманăн «Волхов» ушкăнне хупăрласа илесси пулнă. Çурçĕр енчен çак ĕçе Погостье станцийĕ таврашĕнче ĕçлекен 54-мĕш çара шанса панă. Кăнтăр енчен, Мясной Бор ялĕнчен, 2-мĕш ударлă çар наступление ертсе пынă.
Патреккел ялĕн тепĕр арĕ — Григорий Семенович Абрамов — (1897-1942, ака уйăхĕн 3-мĕшĕ) Погостье станцийĕшĕн пынă хаяр çапăçура вилнĕ. Асăннă станци Ленинград блокадине сирессине пысăк тỹпе хывнă. Кунти çапăçусем сахал мар салтак пурнăçне татнă. Унăн уйрăм пайĕ пирки тĕплĕ информаци çук. Анчах та, пур информаци тăрăх, çак станцишĕн ака уйăхĕнчи çапăçусене 177, 285, 115, 11, 311 тата 80-мĕш стрелковăй дивизисем хутшăнни паллă.
Петр КИРИЛЛОВ.
Шупашкар хули.

