Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Минска — самолетпа

Минска — самолетпа

Июнĕн 29-мĕшĕнче Шупашкартан Минска самолетсем вĕçме тытăнĕç. Рейссене «Аэрофлот» авиакомпани пурнăçлĕ. Маршрут Правительство субсидине тивĕçнĕ.

Самолетсем Шупашкартан эрнере икĕ хутчен — тунтикун тата кĕçнерникун — 6:15, каялла 2:45 сехетсенче вĕçĕç. Чикĕ урлă каçакансене çакна аса илтереççĕ: Беларуçа кĕмешкĕн виза кирлĕ мар, хамăр çĕршыв паспорчĕ пулни те çителĕклĕ. Ачасем тĕлĕшпе вара кăçалтан улшăнусем пур. 14 çула çитмен ачасене ют çĕршыв паспорчĕ, çавăн пекех çурални çинчен калакан свидетельство кирлĕ, унта Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетсе хĕрлĕ штамп çаптармалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code