Дарья Машинова Чăваш патшалăх университетĕнче информатикăпа шутлав техникин факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Конференцисемпе конкурссене хастар хутшăнать. Вăл — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Правительствин, ЧПУн Попечительсен канашĕн тата банкăн ятарлă стипендийĕсен лауреачĕ, программăсем хатĕрлес енĕпе 30 ытла ăслăлăх статйин авторĕ. Шупашкарта çуралса ỹснĕ хĕр хальхи технологисемпе тата информатикăпа кăсăкланать, «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнчи «IT-квантума» çỹрет. Вĕреннĕ вăхăтрах Дарья IT-компанире тăрăшать. Дарья командăпа пĕрле «Юрату кĕперĕ» инноваци проектне аталантарма хастаррăн хутшăнать. Ку — мăшăрсен хутшăнăвĕсене çирĕплетмелли приложени. Команда социаллă сетьре ушкăн йĕркеленĕ, унта вăхăта пĕрле ирттермелли шухăшсене сĕнеççĕ, хавхалантаракан текстсем çыраççĕ, вылявсем ирттереççĕ, проектпа çыхăннă хыпарсене пĕлтереççĕ. «Проект «Эпĕ ĕçре» конкурсăн регионти тапхăрĕнче çĕнтернĕ, университет стартапĕсен «Топ-1000» йышне кĕнĕ.

