Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аваллăха упракан вырăн

Аваллăха упракан вырăн

Ĕлĕкхи историллĕ вырăнсем, палăксем тĕрлĕ вăрттăнлăха упраççĕ.

Çак тĕллевпе 28 гектара яхăн йышăнакан X-XIV ĕмĕрсенчи Аслă Таяпа хулашне пуçласа 1856 çулта тĕпченĕ. Ун хыççăн — сайра-хутра кăна. Юлашки тапхăрта вара кашни çул тенĕ пекех.

Кăçал Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн тата Тутарстанри А.Х.Халиков ячĕллĕ археологи институчĕн специалисчĕсем пĕрле пĕр уйăх ытларах тăрăшнă унта. Ку ĕçе çамрăксем те хастар хутшăннă, вĕсем — педуниверситет студенчĕсем тата округри шкул ачисем. Ученăйсем авал пăлхарсем пурăннă хулашăн вырăнĕсене тĕпченĕ. Шырав ĕçĕсен лаптăкĕ 400 тăваткал метрпа танлашнă. Ку тапхăрта 500 ытла хаклă япала тупнă. Çав шутра — керамика, суту-илỹ савăт-сапи, выльăх-чĕрлĕх юлашкийĕсем, кантăкран тунă шăрçа, янтарь татăкĕсем, тимĕр хатĕрсем. Вĕсем кунта тахçан суту-илỹ иртнине, ăстасем ĕçленине палăртаççĕ.

Федераци пĕлтерĕшлĕ палăк территорийĕнче шырав ĕçĕсем мĕнле пынипе округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа Чăваш патшалăх ăслăлăх институчĕн директорĕ Юрий Исаев паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code