Этем çĕр çине телей курма çуралать. Вăл вара çỹлтен персе анмасть, ытларах чухне хăвăнтанах килет.

Валерий Васильевич КИРИЛЛОВ 1946 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче Тăрăм ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула (1964), Чăваш ял хуçалăх институтне (1971) пĕтернĕ. 1965-1966 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă. «Рассвет» хуçалăхра тĕп агроном (1971-1976), комплекслă бригада бригадирĕ (1976-1981), агроном-семеновод (1981-1989) пулса ĕçленĕ. 1989-2005 çулсенче — председатель.
РФ (2004) тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992). Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе, Т.С.Мальцев (2003), ВДНХн бронза, «Чăваш автономине — 100 çул» медалĕсемпе чысланă.
Тăрăм ялĕнче пурăнакан Валерий Кириллов хăйĕн пĕтĕм кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă та, паян уншăн пĕрре те кулянмасть.
— Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Александр Краснов учитель сĕннипех пединститута физикăпа математика факультетне кайса кĕтĕм, — аса илĕвне пуçларĕ вăл, — анчах 1-мĕш курс хыççăн пăрахрăм. Манран пур пĕрех учитель пулаймастчĕ пулĕ…
Ашшĕ — Василий Кириллов (1905-1967) — вăрçăччен тата ун хыççăн чылай çул Тăрăм ял Совечĕн секретарĕ, колхозра ревкомисси председателĕ пулса ĕçленĕ. 1942 çулта вăрçа тухса кайнă. Белорусси фронтĕнче пĕр çапăçура тыткăна лекнĕ. Дрезден хулинчи тĕрмере тăнă май, условисем питĕ япăх пулнине каласа панă вăл. «Хутран çĕленĕ тумпа та çỹренĕ. Çил ямастчĕ, çапах хăвăрт юрăхсăра тухатчĕ», — аса илỹ тапхăрĕнче çак саманта манса каяйман вăл.
Ирĕке кăларсан та 1953 çулччен кашни уйăхра районти шалти ĕçсен пайне допроса чĕннĕ ăна. Сталин вилнĕ хыççăн кăна чарăннă, çапла вара унăн таса ятне тавăрнă.
Василий Кириллович икĕ хутчен авланнă. Иккĕмĕш арăмĕ — Мария Степановна Начарова (1903-1997) — Аслă Елчĕкрен пулнă. Хутла пĕлмен пулсан та, шут ĕçне питĕ лайăх ăнланнă вăл. Колхозри тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă, Канаша лашапа тырă та турттарнă…
Вăл ыраш вырнă хиртен кăнтăрлахи апата таврăннă та аптăраса ỹкнĕ. Кỹршĕ хĕрарăмĕсем пулăшнипе килтех çăмăлланать — çапла майпа çемьене 8-мĕш ача хутшăнать. Валерий ят параççĕ ăна. Амăшĕ виççĕмĕш кунхинех каллех ыраш вырма тухнă.
Ачалăхпа çамрăклăх
Вăрçă хыççăн çуралнă ачасен пурнăçĕ çăмăл пулманни паллах. Валерий ĕç çи вăхăтĕнче малтанхи çулсенче уйра тăрăшакансем патне шыв, каярахпа утă-улăм, йĕтемрен кĕлете тырă турттарнă. Урапа çине 15-16 михĕ тиесси, пушатасси çăмăл тетĕр-и? Кунĕпе тата. Çапах та вăй питти ача студент çулĕсенче те сивĕнмен ку ĕçрен. Килсерен кĕл, чăх-чĕп каяшĕ пуçтарнă. Бригадир ĕçе кайма ирхине 3 сехетре пĕлтерсе тухнă, кайран çамрăксем, ĕшеннĕ пулсан та, юрласа таврăннă яла. Ĕçпе, юрăпа ял та илемлĕ çав.
— Килте те алă усса ларман, — статья геройне малалла час-часах хăйне сăмах парăпăр. — Сурăхсем, икĕ ĕне тытнă, вĕсем валли утă-курăкне хатĕрлемелле. Сĕт пулсан ача-пăча аптăраман. Пирĕн ялта 6 çемьен картишне кăна ĕне кĕрсе курманни çинчен калатчĕç.
Шкул çурчĕ пулманран вĕренỹ ĕçне çынсен тара илнĕ пỹрчĕсенче пурнăçланă. «Мана вырăс чĕлхине ертсе пынă Мимоза Павлова килĕшетчĕ. Кашни урокрах ыйтатчĕ. Пĕлмесен вăрçмастчĕ, лăпкăн ăнлантаратчĕ. Юратнă предметсем вара арифметикăпа физика пулнă, — аса илĕвĕнче шкул пурнăçĕ çине ытларах пусăм туни палăрчĕ. — Çĕнĕ Пăва шкулĕнче 4 çул вĕреннĕ. Велосипедпа, йĕлтĕрпе çỹренĕ. Япăх çанталăкра киле кайман, интернатра çывăрнă. Пĕринче эпĕ выртса тăракан койка ури, çỹхе пăрăхран пулнăскер, авăнса-хуçăлса кайрĕ. Петрова (ятне астумастăп) воспитатель мана айăпларĕ ĕнтĕ. Вара койка урине киле йăтса килтĕм, аттепе анне Елчĕкри Сельхозтехникăра ĕçлекен Иван Прокопьевран сварка тума парса ячĕç. Хальхи вăхăтра çакăн пек пулăмшăн директора айăпланă пулĕччĕç».
1962 çулхи вырма тапхăрĕнче çумăрлă çанталăк тăнăран комбайнсемпе, жнейкăсемпе çеç мар, тыр-пула çавапа та çулнă. Сентябрь уйăхĕнче те пилĕк авма тивнĕ ял çыннин. Валерий, 10-мĕш класра вĕренекенскер, килне таврăнсан 60 çулхи амăшне пулăшас тĕллевпе тăтăшах уя васканă.
Пединститута вĕренме кĕрсен общежитире вырăн пулманран, хĕрлĕ кĕтесре выртса тăрать. «Ма кĕтĕм-ши кунта? Пурте вырăсла калаçаççĕ…» — тĕрлĕ ыйту канăç паман çамрăка.
Казахстанри Джамбул хулинчен Коля тетĕшĕ отпуска килсен унпа пĕрле каять: çапла вара студент геологипе разведка партийĕн рабочийĕ пулса тăрать. Пĕрремĕш уйăхрах 300 тенкĕ ĕçлесе илет, 100 тенкине тỹрех амăшне ярса парать. Çур çултан, майăн 1-мĕшĕнче, хастарлăхпа палăрма ĕлкĕрнĕ çамрăка предприятин Хисеп хучĕпе чысланă, укçан преми те панă.
«Атя, çитет сана, тумланмалăх ĕçлесе илтĕн, — тет ăна тетĕшĕ хистевлĕн, — вĕренме каймалла».
Анчах уншăн аслă шкул алăкĕ хупă ĕнтĕ — илмеççĕ.
Малалла — çар ретне. Унтан таврăнсан Валерий Кириллов урăх аслă шкула — Чăваш ял хуçалăх институтне çăмăллăнах вĕренме кĕрет. Унăн пуласлăхне 1957-1968 çулсенче «Рассвет» хуçалăхра тĕп агрономра ĕçленĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ Николай Кудрявцев та татса пама пулăшнă-тăр: хистевĕ пысăк пулнă.
Виçĕ ушкăнра пĕтĕмпе 75 студент пĕлỹ пухнă. Тăрăм каччи 2-мĕш ушкăнăн комсоргĕ те. Тĕрлĕ енĕпе палăрса тăнă коллектив Мускаври ВДНХра экскурсире пулса килнĕ. Каярахпа пултаруллă комсорга курсри комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. «Пиртен института хĕрлĕ дипломпа пĕтерекен никам та пулман, анчах «лайăх вĕренỹшĕн тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн» Хисеп грамотипе те 3 студента кăна чысларĕç, — мăнаçланăвне пытармасть Валерий Васильевич. — Маншăн халĕ те чи пысăк награда ку».
Тăван хуçалăхра
Çамрăк специалиста направленипе урăх региона ярассинчен «Рассвет» хуçалăхăн ун чухнехи ертỹçи Иван Мясников «хăтарса» хăварнă — министерствăра килĕшнех. Ăна, халь анчах килнĕ специалиста, хуçалăхăн 1970 çулхи отчетлă пухăвĕнче тĕп агронома, правлени членне тата председателĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ.
«Агрономăн çур аки умĕнхи хатĕрленỹ тапхăрĕ, производствăпа финанс планне тĕпрен пăхса тухатăп, акмалли лаптăксен тытăмне тишкеретĕп, вăрлăхсен пахалăхĕпе кăсăкланатăп, тĕрлĕ документпа паллашатăп», — ĕçе пуçăннин малтанхи кун йĕрки çапла пулнă иккен унăн.
Производствăна пĕчĕккĕн çĕнĕлĕхсем кĕртсе пынă. Культиваторсем çине пичкесем вырнаçтарса суха юхăмĕпе аммиак сапассине, тырра хĕреслĕ майпа акассине йĕркеленĕ. Çĕнĕлĕхсене алла илессинче Михаил Алексеев тĕп инженер уйрăмах пуçарулăх кăтартнă.
Хуçалăх республикăри «Сортсемовощ» организаципе çыхăну йĕркелесе тырă вăрлăхĕсене çĕнетессипе ĕçлеме тытăнать. Каярахпа ку енĕпе вырăнта тимлеме пуçласан суту-илỹрен тупăш та кĕме пуçлать. Вырăнта республика шайĕнчи семинарсем те ирттереççĕ.
«Рассветра» тыр-пул туса илессипе яланах ăнăçлă ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те. 1997 çулта тухăç пĕр гектартан 54,5 центнера çитнĕ, урпа виçи кăна 60 центнерпа танлашнă. Колхозра кашни çул тенĕ пекех 90 гектар çĕр улми, 30-40 га тĕрлĕ йышши кăшман, 20 га сухан, 10-шар гектар севок, кишĕр çитĕнтернĕ. Уй-хирти пуянлăха алла илессипе Тăрăм шкулĕн коллективĕ те нумай тăрăшнă. Валерий Васильевич пулăшушăн ырăпа тавăрма хăнăхнă та, шкула тỹлевсĕрех çĕр улмипе, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе, сахăр песукĕпе тивĕçтеретчĕ. Хăш-пĕр чухне хăех сĕнетчĕ — ыйтма кирлĕ те пулман. Çулсерен Шупашкара спектакль курма е экскурсие кайма автобус уйăратчĕ. Ялсене концертсемпе тухса çỹренĕ тапхăрта та чăрмав пулман.
Çĕр ĕç культурин тухăçĕ ăна мĕнле пăхнинчен нумай килет. Хуçалăх малтанхи çулсенчех «Чувашагрохимия» пĕрлешỹпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çавна май минераллă удобренисемпе усă курасси тĕп вырăнта. Çĕрсене извеçлессине, органика удобренийĕ хывассине те мала хунă.
— Пирĕн хуçалăхăн çĕрĕсем тăпрари пулăхлă япаласемпе пуян, çакă ытларах Хурăн вар тăрăхĕнче палăрать, — кашни уя анализ туса пама пултарать ĕç ветеранĕ. — Çĕнĕ Пăва енне те тăсăлать вăл.
Хуçалăхăн хăш-пĕр çитĕнĕвĕсене палăртсан çакă курăнать: 1990 çулта обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнăшăн тата унтан продукци туса илессине ỹстернĕшĕн РСФСР агропромышленность комплексĕн Дипломĕпе наградăланă тата автобус уйăрса панă. Тепĕр çулхине пысăк тухăçлă çĕр улми туса илнĕшĕн ЧР Ял хуçалăх министерствин Дипломне, бортлă «УАЗ» автомашинине тивĕçнĕ. Пĕр гусеницăллă тата «МТЗ-82» «ЮМЗ» кустăрмаллă тракторсем те — тĕрлĕ çулти парнесем.
Ỹсĕмĕсене кура колхоз правленийĕ ĕçлекенсене хавхалантарассине те тĕп тивĕç шутĕнчен кăларман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче шалу тỹлессипе хуçалăх районта малтисенчен пĕри пулнă. Унсăр пуçне «натурăпа» тырă, утă-улăм, сахăр кăшманĕ кăларакансем 1 е 2 михĕ таран сахăр песукне тивĕçнĕ.
Хуçалăх ĕçĕнче пĕтĕм тытăмри специалистсем, çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем лава пĕрле туртни паха. Коллективри килĕшỹре пурте ăнать. Валерий Васильевич хăйĕн командинчи хастар йыша кăмăлтан палăртать паян. Вĕсем: Маргарита Алексеева, Николай Енедеров, Виталий Назаров, Александр Тихонов, Юрий Мясников, Людмила Петрова тĕп специалистсем, Валентина Баймушкина, Антонина Егорова, Маргарита Григорьева, Зинаида Яковлева, Галина Багадерова… выльăх-чĕрлĕх пăхакансем — кашниех ĕç паттăрĕ. Механизаторсене вăл «хуçалăхăн ылтăн фончĕ» тесе палăртни вара вĕсене сума сунин палли. Аслă ăрури Зиновий Мясников, Яков Владимиров, Владимир Чернов, Виталий Волков, Василий Гурьев, Михаил Сергеев, Алексей Сорокин… хăйсен пĕтĕм пурнăçне техника çинче ирттернĕ. Вĕсенчен Виталий Романович кăна пирĕн хушăмăрта паян.
Ял аталанăвĕшĕн те тимлет
Ĕçчен алă ĕç ыйтать, теççĕ. Валерий Васильевич, яланах çынпа хутшăнма юратаканскер, пенсие тухсан килĕнче ларайман паллах. Хăй вăхăтĕнче икĕ созыв район депутачĕ пулнăскере ял çыннисем старостăна суйлаççĕ. Унтанпа 10 çул хыçа юлнă. Ветерансен канашĕн председателĕ те вăл.
— Валерий Васильевич çынсене кирлĕ ĕçе мобилизацилеме пултарать, — тет Тăрăм территори пайĕн начальникĕ Людмила Смирнова. — Кашни çулах «Ниме-халăх бюджечĕ» проектпа килĕшỹллĕн мероприятисем палăртнă чухне вăл, «Рассвет» ЯХПК ертỹçи, округ депутачĕ Юрий Мясников тата актив пĕр шухăш патне килсе тухатпăр. Пĕр тĕллевре пулмасан малалла каяймăн та. Юлашки çулсенче масар картине улăштарнă, çулсене юсанă, вăрçă паттăрĕсене асăнса палăк лартнă. Çулталăк та тăватă уйăхра чиркỹ çĕкленсе ларни мĕне тăрать! Халĕ шыв пăрăхĕсене улăштарассипе ĕçлетпĕр.
80 çула çывхаракан ветеран кăçал ял старостин «полномочийĕсене» Николай Енедерова панă, апла пулин те халăхпа пулма хăнăхнăскер килте ларайĕ-и? Вăл çаплах субботниксене те, кооператив тата ял пухăвĕсене те активлă хутшăнать.
…Валерий Кириллов 1968 çулта ял хĕрĕпе Светлана Баймушкинăпа çемье çавăрнă. Унăн амăшĕ, Клавдия Сергеевна, пире кĕçĕн класра пĕлỹ панă. Лайăх вĕрентетчĕ, кăмăлĕпе уçăччĕ. Асăрхаттарнă пулсан та, нихăçан та сасă хăпартман. Унăн паха енĕсене хĕрĕпе кĕрỹшĕнче те асăрхатăн. Светлана Александровна пирваях ял библиотекин заведующийĕнче, ун хыççăн 34 çул почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшнă.
Кирилловсен ачисем, шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕскерсем, аслă пĕлỹ илнĕ. Сергей — уйрăм предприниматель. Тамара Артем шăллĕ ертсе пыракан Кỹкеçри «Хлопковый мир» сахал яваплă обществăра вăй хурать.
Кĕçĕнни пирки чарăнса тăма сăлтав та пур. Артем, сывă пурнăç йĕркипе туслăскер, хăйĕн спортри туртăмне футболта ытларах курать. «Елчĕк ен» хаçатăн шанчăклă партнерĕ те вăл: çырăнтару кампанийĕн тапхăрĕнче, çăмăл атлетсен кросне ирттерессинче пысăк тỹпе хывать.
Ашшĕ ачисен, 5 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукĕн ăнăçăвĕсемшĕн яланах хĕпĕртет. Хăй çак таранччен утса тухнă пурнăç çулĕн паха çимĕçĕсенчен ырри кăна пуласси паллă вĕт. Валерий Васильевич уçă кăмăллă, вашават, анлă тавра курăмлă çын. Пĕрле калаçакана итлеме пĕлет, çав вăхăтрах хăйĕн шухăшĕ çинче çирĕп тăрать. «Хам телее тăван çĕр çинче ĕçлесех тупрăм», — тенинче те чăнлăх кăна.
Николай МАЛЫШКИН.
Тăрăм ялĕ.

