Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ эрнерисене тишкерчĕç.
Ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Ирина Горшкова каласа кăтартрĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе аграрисен ĕçĕ хĕрỹ: юнкун тĕлне 2710 тонна утă (çакă палăртнă планăн 54 проценчĕпе танлашать), 41960 тонна сенаж (110 процент). Кĕрхи культурăсене акма 785 гектар çĕр хатĕрленĕ.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — администрацин территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин пуçлăхĕ Николай Петров округра «Ниме — халăх бюджечĕ» проект мĕнле пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕ. Халăхăн хастарлăхĕ пысăк пулнăран чылай пуçару пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Округ территорийĕнче 8 проекта вĕçленĕ, 19 объектра ĕç хĕрỹ пырать. Территори пайĕсене уйрăммăн илес пулсан, çакăн пек ỹкерчĕк: Аслă Таяпа территори пайĕнче 6 проекта пурнăçа кĕртмелле пулсан 3-шĕнпе ĕç пырать, Аслă Елчĕк — 2 проектран 2-шĕнпе, Çирĕклĕ Шăхаль — 3-рен пĕринпе, Лаш Таяпа — 6-ран 3-шĕнпе, Курнавăш — 10-ран 4-шĕнпе, Тăрăм — 4-ран 2-шĕнпе ĕçлеççĕ. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче (6 проект) 1 проекта хута янă, 2-шĕнпе ĕç хĕрỹ, Елчĕк (10 проект) 4-шне вĕçленĕ, тата 2-шĕнпе ĕç пырать, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче (4 проект) 3 проекта туса пĕтернĕ, пĕринпе ĕçлеççĕ.
Округ центрне илес пулсан, «Солнышко» ача садĕнче территорие тирпей-илем кĕртесси вĕçленнине палăртмалла. Кунта çĕнĕ брусчатка хунă. Территори тирпейленнĕ май ачасене площадкăра чупма, выляма меллĕ те хăрушлăхсăр. Округ пуçлăхĕ ĕçе пахалăхлă тата вăхăтлă пурнăçланă А.В.Мисяков уйрăм пайтаçăна канашлура ырăпа палăртрĕ. Ку программăпах Курнавăш ялĕнче граждансен пуçарăвĕпе ачасем валли площадка тума пуçăннă. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн тăррине тĕпрен юсасси те ниме программипе çыхăннă.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект — «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» программа. Унпа килĕшỹллĕн Елчĕк ялĕнчи Советская урамри аллейăна тирпей-илем кĕртесси малалла пырать. Хальлĕхе строительсем брусчатка хурассине тата кану лаптăкне йĕркелессине вĕçленĕ. Часах ку вырăн чечексен клумбисемпе капăрланĕ тата саксемпе пуянланĕ.
Канашлура çамрăксен канăвне тивĕçлĕ йĕркелес, культура çурчĕсенче вĕсем валли мероприятисем ирттерес, пушартан асăрханас, пĕвесемпе кỹлĕсенче, юхан шывсенче шыва кĕнĕ чух хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас, хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра тытас ыйтусене те хускатрĕç.
Е.ПЕТРОВА.

