Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ан калаç — ан улталан

Ан калаç — ан улталан

Кăçалхи пилĕк уйăхра республикăра контактсăр майпа укçа вăрланипе çыхăннă преступленисен шучĕ 29 процент чакнă — 1117 тĕслĕх шута илнĕ. Анчах граждансене сиен кỹнĕ виçе палăрмаллах пысăкланнă -12 процент: ентешсем 500 миллиона яхăн тенкĕ çухатнă.

Шел те, информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тăвакан преступленисемпе çыхăннă çивĕчлĕх паян-ыранах «мăкаласса» кĕтни вырăнсăр пулас. Унтан та ытла — ют укçана хапсăнакансем хăйсен майĕсене аталантарсах пыни те палăрать, вĕсем паян чăн мар ăс-хакăла та «çăварлăхлаççĕ».

Калăпăр, мошенниксем искусствăлла ăс-хакăлпа усă курса Шупашкарта пурăнакан 24 çулти хĕрĕн тусĕн сассине генерациленĕ — ăна чăвашлах калаçтарнă. Мессенджер урлă çитнĕ аудиопĕлтерĕве ĕненсе хĕр тусне 7 пин тенкĕ куçарса панă. Чĕлхи тăван, сасси палланă пекех пулнă та… Кайран çеç пĕлнĕ: тусĕн аккаунтне такамсем çĕмĕрнĕ, сасса нейросеть пулăшнипе евĕрленĕ иккен.

Полицире палăртнă тăрăх, ултав мелĕ ансат. Преступниксене чăвашла калаçăвăн вăрăм мар тĕслĕхĕ те çителĕклĕ — алгоритм хăех тем тăршшĕ калаçу йĕркелеме пултарать. Кирек мĕнле темăпа та.

Шар курнă ентешсен списокĕ вара пысăк хăвăртлăхпа куллен вăрăмланса пырать. Шупашкарти тĕп аслă шкулсенчен пĕрин 31 çулти ĕçченĕ «БМВ» автомобиль туянас тĕллев тытнă. Интернетра килĕшекеннине тупнă, «хуçипе» калаçнă, анчах унăн мăшкăлĕ пулса юлнă. Хĕрарăм хăй те студентсемпе улталанасран сыхланмалли çинчен профилактика калаçăвĕсем ирттерет. Апла пулин те, ку ăна «вăлтана çакланасран» упрайман. Беларуçрен иномарка кỹрессе шанса вăл шулĕксене 3,3 миллион тенкĕ куçарса панă.

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 72 çулхи пенсионер «социаллă ĕçчен» капкăнне çакланнă. Унăн укçине криминалистика экспертизи витĕр кăлармалла тесе ĕнентернĕ. Кинемей таксипе Хусана çул тытнă, 1,7 млн тенкĕ укçана палламан çынна панă.

Асăннă хулан 75 çулхи арçыннине пенсие çĕнĕрен шутласа палăртмалла тесе улталанă. Çийĕнчех пухнă укçине декларацилемелли çинчен асăрхаттарнă. Мучи калаçса татăлнă вырăнта курьера 3 млн тенкĕ тыттарса янă.

Полици алă усса лармасть-ха. Пакунлисем çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăра вăрттăн 17 çыхăну узелне тупса туртса илни — ултавсене пỹлес енĕпе тунă пысăк ĕç. Телефон номерĕсене улăштарса кăтартма май паракан сим-бокссен 5 операторне тупса палăртнă. Преступниксене пулăшакансем çав узелсене тара илнĕ хваттерсенче вырнаçтарнă. Сăмахран, Шупашкарта пурăнакан 33 çулти арçын «хỹттинчи» сим-бокссем Чăваш Ен тĕп хулинчи тата Хусанти 6 хваттерте ĕçленĕ, вĕсемпе дистанци мелĕпе 10 пин сим-карта çыхăнтарнă.

Курьерсем — çынсенчен укçана илсе мошенниксене куçарса паракансем — полици аллине час-часах çакланаççĕ. Çапах ултавçăсем хăйсем ытларах чухне ирĕкре юлаççĕ. Вĕсем инçетре, чылай чухне чикĕ леш енче, укçана контактсăр майпа, дистанци мелĕпе вăрлаççĕ — тăрă шыв çине кăларасси кăткăс. Çавăнпа та ĕç-пуç полицирен пулăшу ыйтасси патне ан çиттĕр тесен чи малтан хăмăрăн асăрхануллă пуласчĕ. Пĕлмен-палламан çынсемпе калаçмалла мар, телефона тỹрех пăрахмалла — çакăнтан шанчăклăрах мел çук теççĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code