Астăватăн-и, аннеçĕм, эпир ача чухне мĕнлескер пулнине? Халĕ эпир пурте çемьеллĕ, кашнийĕн икшер-виçшер ача çитĕннĕ. Аслă мăнукăрсем те çемье çавăрса ача-пăчаллă пулчĕç.
Халĕ тин ăнланатăп сана, аннеçĕм, еплерех йывăрлăхсем тỹссе ирттернĕ эсир пире, çичĕ ачана, ура çине тăратас тесе. Тул çутăличченех, эпир куçсене уçиччен, колхоз хирне тухса утнă эсир. Хĕл ларсан фермăна çул тытаттăрччĕ. Пире тăрантарас, тумлантарас тесе ырми-канми ĕçленĕ-çке. Çав вăхăтрах килти хуçалăха та тĕрĕс-тĕкел тытса пынă: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, пахча тулли тĕрлĕ çимĕç лартса ỹстернĕ, аш-пăшне, улми-çырлине çемьене хĕл каçмалăх çителĕклĕ хатĕрленĕ.
Шкул çулне çитсе пынă майăн пĕр килтен портфельсем йăтса пĕрин хыççăн тепри тухса каяттăмăр. Шур саппунсене те хăвах питĕ хитре çĕлесе параттăн. Ăмсанатчĕç ытти ачасем пирĕн тирпейлĕ те таса шкул формисене курсан. Пурте аслă пĕлỹ илтĕмĕр. Пирĕншĕн чун-чĕре ăшшине шеллемерĕр.
Эх, мăнтарăн, епле тỹснĕ-ши эсĕ, аннеçĕм?! Хăш вăхăтра каннă-ши эсĕ? Çуллахи каçсенче тĕттĕм пуличченех урамра выляма та чармастăн. Хапха умне тухса: «Апат çиме кĕрĕр», — тесе йыхăраттăн. Асанне те пурччĕ пирĕн. Пĕр харăсах сĕтел тавра вуннăн апат çиме лараттăмăр.
Эсĕ пĕçернĕ çăкăр-кукăль епле тутлăччĕ тата! Аса илсен халĕ те унăн шăрши сăмсана кăтăклать. Хăш вăхăтра пĕçерсе ĕлкĕрнĕ-ши тульккăш? Уйрăмах ыраш çăкăрĕ, кăмака тĕпне шăлса тасатса пăрахса пĕçерни, питĕ тутлăччĕ. Пысăк чĕлĕ касса параттăн та ун çине сахăр песукĕ е лавккаран витрипех илнĕ повидло сĕрсе çиеттĕмĕр. Е тата тин уçланă уйран епле тутлăччĕ. Çăкăр çине услам çу сĕрсе пани те асран тухмасть. Ăçта-ши çав ырă вăхăтсем?
Мĕн чухлĕ хитре юрă пĕлеттĕн тата эсĕ, аннеçĕм. Çăм арласа ларнă хушăра та çепĕç сассупа юрăсем шăрантараттăн. Килте хăна-вĕрле пухăнсан атте купăс калатчĕ. Ун пек пултаруллă вăйçă çукчĕ ялта вăл çулсенче. Эсĕ вара, аннеçĕм, уявсенче вăрăм çивĕтне ыткăнтарса юрласа-ташласа кăна тăраттăн. Сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те ĕлкĕреттĕн.
Пирте, ачусенче, упранса юлчех юрлас-ташлас, купăс калас йăла. Тавах сире уншăн, атте-анне. Пире сывă пурнăç парнелесе çитĕнтернĕшĕн, вĕрентсе çын тунăшăн, тирпейлĕхе хăнăхтарнăшăн, ал ĕç тума, çăкăр-кукăль пĕçерме вĕрентнĕшĕн, пурнăçа хăнăхтарнăшăн.
Тавах сана, аннеçĕм, çепĕç сасă пилленĕшĕн, тăванлăха туйса, ăна упраса пурăнма ăс-тăн панăшăн. Каçар пире йăнăшсемшĕн, айванлăхшăн. Пуриншĕн те каçар, аннеçĕм…
2017 çул.
Килĕн вучахне сỹнтерес марччĕ
Çуралнă çуртăмра шавлаттăмăр,
Кашни уяв тĕлнех пуçтарăнса.
Ача-пăчасемпех утаттăмăр,
Тĕл пулнăшăн чунтан хавасланса.
Сĕтел тулли ĕçме-çиме лартатчĕ
Анне, пит хăвăрттăн чупкаласа.
Атте хуткупăсне тăсса яратчĕ,
Юрра-ташша пире йыхравласа.
Темшĕн вăхăчĕ шăвать-çке хăвăрт,
Çирĕм тăххăрăн килнĕ ун чухне.
Шутласан йыш халĕ аллă улттă,
Анчах сайра куратпăр пĕр-пĕрне.
Ĕнтĕ таçта аттен халь купăсĕ?
Анне кайни виç çул çитсе пырать.
Чуна кăшлать баянăн тунсăхĕ,
Хуçасăр, шăллăмсăр, вăл сас памасть.
Çуртăн ăшшине пурпĕр упрасчĕ,
Атте-аннемĕре асра тытса.
Килĕн вучахне сỹнтерес марччĕ,
Пурнасчĕ туслăн пурте кар тăрса.
Зоя ПУРНĂÇ.

