Авалхи вырăс хресченĕсен календарĕнче çапла каланă:
— Тырра çĕнĕ уйăх чухне аксан тухăç лайăх пулать.
— Çĕре уйăх катăлса пынă чухне сухаласан çум курăк пулмасть.
— Тислĕк тăкнă анана катăлса пыракан уйăхăн юлашки чĕрĕкĕнче сухалаççĕ.
— Çĕр улмине уйăх катăлса (пĕтсе) пынă чухне лартаççĕ: шултра пулать.
— Çимĕçе уйăх катăлса пынă чухне пуçтараççĕ.
— Çурт тума йывăçа катăлса пыракан уйăх чухне касаççĕ: хăвăрт типет тата çĕрмест.
— Çĕнĕ уйăх чухне хăярпа помидора тăварламаççĕ: пăсăлаççĕ.

