Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фронтовик, педагог

Фронтовик, педагог

Çулсем шав хушăнса пыраççĕ пулин те, иртнисем манăçăнмаççĕ — каялла аса илỹсенче таврăнаççĕ.

Аттене, Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ỹснĕ Анатолий Петрович Антонова, хамăр ырă-сывă чухне нихăçан та манмăпăр. Ачасемпе мăнуксем те, пурĕ вĕсем 26-н, ун çинчен пĕлсе çитĕнеççĕ. Халĕ çывăх çыннăмăрăн кун-çулĕпе вулакана та паллаштарасшăн. Сăлтавĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ: августăн 16-мĕшĕнче вăл çут тĕнчене килнĕренпе 100 çул çитет.

Атте ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн 1943 çулта Елчĕкре вăтам пĕлỹ илме пуçăнать, анчах ноябрь уйăхĕнче вăрçа кайма хут килет. Çапла 17-ри чăваш арĕ стрелоксен 53-мĕш гварди дивизийĕн 157-мĕш стрелковăй полкне лекет. 1944 çулхи май уйăхĕнчен 3-мĕш Прибалтика фрончĕн йышĕнче тăшмана хирĕç Эстони тата Латви территорийĕсенче çапăçнă. Май уйăхĕнче вăрманта тăшман засадине тĕп тума хутшăннă чухне сулахай хул пуççирен аманать, Ленинградри 305-мĕш номерлĕ эвакогоспитальте сипленет. Унпа пĕрле хамăр ял çынни Василий Михайлович Семенов та çапăçнă. Вăл та аманнă. Вăрçăран таврăнсан нумай пурăнайман — ахăртнех суранĕсем йывăр пулнă.

Çав çулхи июль уйăхĕнче Льже юхан шывĕ урлă чи малтан каçса нимĕçсен темиçе автоматчикне тĕп тунăшăн Анатолий Антонов гварди рядовойне «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.

Вăл фронтри ĕç-пуçа ытлашши уçăмлатма юратмастчĕ, çапах та пĕр эпизод çинче час-часах чарăнса тăратчĕ:

«Çав çапăçу Латви чиккинче пулнăччĕ. Ун çывăхĕнченех пысăках мар, анчах питĕ тарăн юхан шыв юхса выртатчĕ. Чикĕ енне илсе тухма пултаракан лаптăксене фашистсем пулеметсемпе минометсенчен персех тăратчĕç. Окоп чавса та вырнаçма çук: шурлăхлă вырăн пулнăран шыв çийĕнчех тапса тухать. Пирĕн взвод командирĕ опытлăччĕ çав. Эпир çавăрăнăç туса перекен уçланкăна пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чупса каçма пикентĕмĕр. Снайперсем асăрхарĕç пире, пульăсем çумранах шăхăрса иртеççĕ. Аманнисем те пулчĕç. Тăшмана пур пĕрех хăйсен позицийĕнчен кăларма пултартăмăр. Çапăçу хыççăн уй кухнине апатланма пуçтарăнтăмăр. Япаласен миххинчен котелока кăларса повара тыттартăм. Вăл мана: «Ара, ку сан шăтăк вĕт!» — тесе кăшкăрсах ячĕ».

Асăннă çар операцийĕнче палăрнăшăн Антонов гварди сержанчĕпе унăн юлташĕсем «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ.

1944 çулхи августăн 24-мĕшĕнче салтакшăн вăрçă вĕçленет. Ноябрь уйăхĕччен каллех Ленинградри госпитальте сывалсан ăна çар училищине вĕренме яраççĕ. 1950 çулхи октябрь уйăхĕччен тĕрлĕ чаçсенче хĕсметре тăрать, çав шутра, 1948-1950 çулсенче, Калинин ячĕллĕ Хĕрлĕ ялавлă Тамань дивизийĕнче. Пилĕк хутчен Мускавра иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăнни уншăн пысăк награда вырăннех пулнă. Офицерăн кăкăрне вара вăрçă тапхăрĕнчи паттăрлăхшăн II, I степень Отечественнăй вăрçă орденĕсем те илемлетнĕ..

Демобилизаци хыççăн 24-ри каччă Елчĕкри вăтам шкулта малалла вĕренет. Ун хыççăн Канашри учительсен институтне лайăх паллăсемпе, 1958 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетне пĕтерет. Вырăс чĕлхипе литературин учителĕн специальноçне алла илнĕскер Каркаларти (1953-1956), Кĕçĕн Таяпари (1956-1969), 1969 çултан мĕн пенсине тухиччен Таяпа Энтри шкулĕсенче директорта тата завучра вăй хунă. Вăл тăрăшнипе Кĕçĕн Таяпара шкулăн йывăç, 1976 çулта тăван ялĕнче кирпĕч çурчĕсене хута янă. Вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн, пĕлỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн Анатолий Петровича «Халăх çут ĕç отличникĕ» (1977), «СССР çут ĕç отличникĕ» (1984) паллăсемпе, РСФСР Çут ĕç министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.

Вăл Таяпа Энтри шкулĕнчи партин пуçламăш организацине, 1986-1993 çулсенче Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти уйрăмне ертсе пынă. Ырă та таса кăмăллă, тарават, тĕрĕслĕхшĕн çине тăракан çынччĕ. Вăрçăн хăрушă саманчĕсем те унăн кăмăл-сипечĕн паха енĕсене улăштарайман. Ăна пĕрле ĕçлекенсем те, вĕренекенсем те хисепленĕ. Калаçу майăн аса илỹсенче халĕ те ун çинчен лайăххине çеç илтетĕн.

Аннепе — Василиса Алексеевнăпа (1928-1985) — вĕсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Пурте тивĕçлĕ воспитани, пĕлỹ илнĕ. Аслине — Надеждăна — 1978 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономист дипломне илнĕскере, направленипе Свердловскри пĕр строительство организацине янă. Тĕрлĕ должноçра тимленĕ унта. Юлашки 17 çул — Уралпа Сибирь предприятийĕсен тĕп бухгалтерĕ. Пенсие тухиччен Мускаври çĕр çинчи космос инфраструктурине эксплуатацилекен заводăн конструктор бюровĕнче те тĕрĕсленĕ хăйне.

Эпĕ аттен çулне суйласа илтĕм: ятарлă пĕлỹ илнĕ хыççăн Таяпа Энтри шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентрĕм. 2013 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятпа сумларĕç.

Люба йăмăкăм ЧПУ пĕтерсен Шупашкарти агрегат заводĕнче инженер-конструкторта ĕçлерĕ. Владислав, чи кĕçĕнни, газосварщик ĕçĕпе тăрăшать.

Анне Тутарстанри Пăва хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухсан Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пунктĕнче, ун хыççăн чылай çул районти тĕп больницăра вăй хунă.

Атте 2000 çулхи августăн 28-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Эльвира ИВАНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code