Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме — халăх бюджечĕ» программипе килĕшỹллĕн Курнавăш ялĕнче тепĕр пысăк ĕçе пуçăннă: пушар пулас пулсан шыв илме май паракан пĕвене тасатаççĕ. Вырăнти халăх пысăк калăпăшлă ĕçре хастар пулни савăнтарать.
Асăннă контрактăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 987,8 пин тенкĕ. Квалификациллĕ специалистсем ĕçе тивĕçлĕ йĕркеленĕ.

