Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ эрнерисене тишкерчĕç.
Типĕтекен комплекссемпе усă курмалла
Округри хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем мĕнле пыни тата выльăх апачĕ хатĕрлени пирки ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Ирина Горшкова пĕлтерчĕ. Вăраха тăсăлнă çумăр уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама самай чарчĕ, апла пулин те, аграрисем тыр-пула пухса кĕртес ĕçре çанталăкăн кашни майлă саманчĕпе, уяр тăракан кунсемпе усă курса юлма тăрăшаççĕ. Юнкун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4054,5 (17,9 процент) гектар лаптăк çинче çулнă, 3962,5 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 38,3 центнер шайĕнче. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 3090 тонна утă хатĕрленĕ, ку план кăтартăвĕнчен 61 процентпа танлашать, 49 428 тонна сенаж (129 процент) хывнă. Унсăр пуçне кĕрхи тырăсене акма 1804 гектар çĕр хатĕрленĕ. Округ пуçлăхĕ пур енĕпе те ĕçе хăвăртлатма, тыр-пула пухса кĕртес ĕçре кашни уяр кунпа туллин усă курма, кăçалхи çул тыр-пул типĕтекен комплекссемпе уйрăмах тухăçлă усă курма, чи кирли — тыр-пула çухатусăр пухса кĕртме сĕнчĕ.
Çул-йĕре, çуртсене… юсаççĕ
Округ пуçлăхĕн çумĕ — территорисене тирпей-илем кĕртессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Николай Петров округра пыракан строительствăпа юсав ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Елчĕк ялĕнчи Советская урамри аллейăна тирпей-илем кĕртес ĕçсем малаллах пыраççĕ. Вĕсем «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланаççĕ (3,1 миллион тенкĕлĕх). Вырăнти пĕлтерĕшлĕ пĕтĕмĕшле усă куракан автомобиль çулĕсене тĕпрен юсама тата хута яма пурĕ 41,2 миллион тенкĕ уйăрнă. «Комсомольски-Елчĕк-Пăва-Хăвăлçырма», «Комсомольски-Елчĕк-Пăва-Патреккел», «Елчĕк-Кĕçĕн Таяпа» (çутăпа та тивĕçтерĕç) автомобиль çулĕсене, «Çĕнĕ Пăва — Аслă Шăхаль» автомобиль çулĕ çинчи кĕпере юсассипе тивĕçлĕ ĕçлеççĕ. Елчĕкри Кооператив урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртăн (77-мĕш çурт) картиш территорине юсанă. Виçĕ культура учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăснă
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн территори пайĕсенче пуçăннă ĕçсем мĕнле шайра пулнине тишкересси те пысăк тимлĕхре пулчĕ. Ку ĕçсене мĕнле пурнăçа кĕртнине округ пуçлăхĕ çирĕп тимлĕхре тытать. Паянхи куна 51 проектран 20 объектра хĕрỹ ĕç пырать, 13 проекта пĕтĕмпех вĕçлесе хута янă.
Леонард Левый мĕн пур проекта пурнăçа кĕртес ĕçе хăвăртлатма тата çак программăна 2027 çулта та хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Ку енĕпе заявкăсем парас ĕç пырать, заявка йышăнассине республика пуçлăхĕн йышăнăвĕпе сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăснă.
Чи кирли — хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Владимир Николаев вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне мĕнле хатĕрлени тата ăна ятарлă комисси тĕрĕслесе мĕнле йышăну туни пирки каласа пачĕ. Округри вĕренỹ тытăмне 8 шкул, 2 ача сачĕ тата хушма пĕлỹ паракан 4 учреждени кĕреççĕ. Вĕсем пурте тĕрĕслев витĕр тухнă, вĕренекенсене йышăнма хатĕр. Вĕренỹ учрежденийĕсене хатĕрлес, ачасене тивĕçлĕ вĕренме тата аталанма условисем тăвас, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе кăçал та сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă: пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме — 8 645 пин тенкĕ, терроризма хирĕçле мероприятисене пурнăçлама — 1 484 пин тенкĕ, санитарипе эпидемиологи требованийĕсене тивĕçтерме — 329721 тенкĕ. Елчĕкри ачасен искусство шкулĕ валли музыка инструменчĕсем, оборудовани тата вĕренỹ материалĕсем, Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕк шкулне сĕтел-пукан туяннă, асăннă шкулăн территорине тирпей-илем кĕртнĕ тата «ăслă» спорт площадки хута янă, Кушкă шкулĕнче пушар сигнализацийĕн, пĕлтерỹ тата эвакуаци утытăмне çĕнетнĕ тата ытти те. Шкулсемпе ача сачĕсен ĕçченĕсем пĕрле тăрăшнипе пĕлỹ çурчĕсем çулран-çул улшăннине курма пулать. Сăмахран, кăçал «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа «Солнышко» ача сачĕн территорине хăтлăлатнă, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн çурчĕн тăррине юсанă, Лаш Таяпа ялĕнчи хоккей площадкине хăтлăлатнă, Çĕнĕ Пăва шкулĕнче пушара хирĕçле резервуар тунă.
Тĕплĕнрех паянхи хаçатăн 2-мĕшпе 3-мĕш страницисенче пичетленнĕ материалсене вуласа пĕлме пулĕ.
— Вĕренỹ учрежденийĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлес ĕçре шкул коллективĕ тата ашшĕ-амăшĕ вăйсене пĕрлештерни ырă пулăм. Çак йăлана малашне те упраса пырасчĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре те пĕрлĕхлĕхе тытса пырасчĕ, — палăртрĕ Леонард Левый калаçăва пĕтĕмлетнĕ май.
Канашлура ытти çивĕч ыйтăва та пăхса тухрĕç.

