Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ТĂВАННИ ÇУМРА ПУЛТĂР ЯЛАН

ТĂВАННИ ÇУМРА ПУЛТĂР ЯЛАН

«Этем тени тăван чĕлхесĕр —
Тымарсăр йывăç, пушă чун».

Инçетре пурнакан тусăмсем, ентешсем!
Тăван кил вучахне ан сỹнтерĕр нихçан.
Канлĕх тупнă кунта сирĕн йăх тымарсем,
Тăван ял сукмакне такăрлатăр ялан.

Аçăр-аннĕр пỹртне ан кăларăр сумран,
Пит ан васкăр çакма мăн çăра алăкран.
Вĕçĕмрен килсе çỹрĕр çуралнă çурта,
Кил ăшши çăлкуç пек тапса тăтăр чунра.

Чăн чăваш çемйинче çуралса çитĕнсен,
Урăх халăх çынни пулар мар ĕмĕрне.
Тăванни, çывăххи çумра пултăр ялан,
Хисеплер халăха, юратар чĕлхене.

Асатте-асанне, кукаçи-кукамай чĕлхипе
Шăкăл-шăкăл калаçăр ывăл-хĕрĕрсемпе.
Мăнуксем те пуплеччĕр несĕлсен чĕлхипе,
Юрăсем шăрантарччăр чăн чăваш чĕлхипе.

Çавăн чух çĕр çинчен тăван халăх çухалмĕ,
Хитре çепĕç чĕлхемĕр вăйланĕ, упранĕ.
Ĕмĕртен ĕмĕре куçса пырĕ чăвашлăх,
Çултан-çул çирĕпленĕç тăванлăхпа туслăх.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code