Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Округ тулашĕнче пурăнса ĕмĕрне чыспа-сумпа ĕмĕрлекен ентешсем сахал мар пирĕн. Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ Клавдия Кузьмина пирки сăмахăмăр. Вăл Шупашкар хулинче пурăнать, 95 çула çитнĕ пулсан та тĕрĕс-тĕкел утса-ĕçлесе çỹрет, ырă кăмăлĕпе тата пурнăçа юратаслăхпа палăрса çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çак кунсенче ăна çавра çулпа Елчĕк ен ентешлĕхĕн хастарĕсем саламларĕç, ентешлĕхĕн медалĕпе чысларĕç тата парне парса хавхалантарчĕç (сăн ỹкерчĕкре).

Клавдия аппа пурнăçа юратнипе пĕрлех илеме те кăмăлланине палăртмалла. Çурт умĕнчи пахчана пĕчченех тирпейлесе тăрать вăл.

— Ирпе подъездран тухсанах çынсем куç тулли чечек курса савăнччăр, — тет тыл ветеранĕ.

Клавдия Авксентьевнăн ачалăхĕ Ĕнел ялĕнче иртнĕ терĕмĕр. Ултă ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл. Клавче чи кĕçĕнни пулнă, пĕчĕклех хастар çитĕннĕ. Ултă çула çитсенех аслисене пулăшса çурла тытса тырă вырма пуçланă хĕр ача. Вăрçă пуçланнă çул вăл 10 çулта пулнă. Нуша мĕнне ачасем те лайăх ăнланнă. Клавче ытти аппăшĕ-тетĕшĕсемпе пĕрле кил-çуртри ĕçсене пурнăçлама хутшăннă, хуçалăхра вăй хунă.

— Пухса илнĕ тырра çапнă чух ачасен шкул пирки те манма тивнĕ. Тĕп тĕллев — фронта ытларах тырă ăсатасси пулнă. Пурте салтаксене пулăшса çĕнтерĕве çывхартас тенĕ эпир. Колхозри тырра ял-йыш Канаш станцине леçсе тăнă. Унсăр пуçне хуçалăхри юр-варпа ытти апат-çимĕçе те патшалăха панă. Йывăр пулсан та чăтнă, — аса илет кинеми.

Клавчен ашшĕне 50 çултан иртнипе вăрçа яман: халăх ĕçĕшĕн яваплă туса колхоз председательне лартнă.

Хĕр шкул пĕтерсе Патăрьелти ял хуçалăх шкулне вĕренме кĕнĕ. 3 çул тăван ялĕнчи «Пахарь» колхозра ĕçленĕ хыççăн малалла та вĕренесшĕн пулнă. Анчах укçа пулманни ĕмĕтне татнă. 1953 çулта вăл ĕç тупас тĕллевпе Шупашкара тухса кайнă. Малтанлăха тĕрлĕ вырăнта тăрăшнă, кăштахран тĕп хулари 4-мĕш çăкăр заводне ĕçлеме вырнаçнă та кунта мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăй хунă.

Клавдия Авксентьевна мăшăрĕсĕр юлнă 2 ачаллă вăрçă ветеранĕпе Петр Ефимовпа çемье çавăрса унăн ачисене ура çине тăратма хутшăннă. Тыл ветеранĕ пенсине тухсан та пĕр кун пушă ларман. Паян кунчченех вăл Шупашкарти Ленин районĕнчи ветерансен канашĕн хастар членĕ.

Обществăлла ĕçре те харсăр 95 çулхи ветеран.

Ентешĕмĕре сывлăх сунар.

Алексей ЕНЕЙКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code