Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Таса пурăнни чуна çĕклет

Таса пурăнни чуна çĕклет

Хамăр пурăнакан тăрăх тасалăхра тата тирпейлĕхре пулни чуна çĕклет, пурăнма хавхалантарать. Çак кунсенче «Белоозерский» ТОС хастарĕсем «Таса площадка» акцине хутшăнса Çуткỹлти ача-пăча площадкине тата ун çывăхĕнчи территорие йĕркене кĕртнĕ. Мероприяти «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать.

«Халăх сурсан кỹлĕ пулать», — тенĕ ваттисем. Чăн та, пĕрле тăрăшса хавхаланупа ĕçлесен сахал мар ĕç тума пулать. Тасалăх йĕркине пăхăнсан урамсем, площадкăсем, мĕн пур тавралăх тирпейлĕ пулĕ. Çакă пурне те çут çанталăкпа киленме, чунпа канма, уçă сывлăшра вăхăта тухăçлă ирттерме пулăшĕ.

Палăртма кăмăллă. Республикăра 2022 çултанпа территорири общество хăй тытăмлăхĕ (ТОС) хастарлăн аталанать. Общество пурнăçне хутшăнмалли, хăйсен территорийĕнче пурăнакансене вырăнти ыйтусене татса памашкăн пĕрлештермелли çак мел халăх ырлăхĕшĕн ĕçлет.

Çакна та каласа хăварар. ТОСсем пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртнĕ чух пысăк çăмăллăхпа усă кураççĕ — вĕсене лимитăн укçи-тенкин пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 10 проценчĕ чухлĕ хушса параççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: тасалăх хуçисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code