Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стипендиат пулас тесен

Стипендиат пулас тесен

Тĕрлĕ сферăра тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăракан округри çамрăксем çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Стипенди яшсемпе хĕрсене хавхаланса вĕренме тата ĕçлеме, тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшать.

ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине кăçал та тăратма вăхăт çитнĕ: 2026 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 21-мĕшĕччен документсене йышăнаççĕ. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илес текенсем валли те çул уçă. Стипендие 14-35 çулсенчи çамрăксене параççĕ. Вĕсен вĕренỹре, обществăра, тĕпчевре, ăслăлăхра, пултарулăхра, производствăра, управлени ĕç-хĕлĕнче тата бизнес-проектированире пысăк çитĕнỹсем пулмалла.

Кăçал документсене претендент категорине кура тăватă тĕп çул-йĕрпе йышăнаççĕ:

  1. Аслă тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентỹ организацийĕсен студенчĕсем, аспирантсем, преподавательсем тата производство вĕрентĕвĕн ăстисем, çамрăксен общество организацийĕсен лидерĕсем, çамрăксен ĕçĕсен специалисчĕсем.
  2. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисенче вĕренекенсем, хушма пĕлỹ паракан организацисен воспитанникĕсем, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачасен организацийĕсен воспитанникĕсем, çавăн пекех ача-пăча общество организацийĕсен лидерĕсем.
  3. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисен, шкул çулне çитменнисен вĕренỹ учрежденийĕсен, хушма пĕлỹ паракан организацисен педагогика ĕçченĕсем, çавăн пекех тăлăх ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачасемпе ĕçлекен педагогсем.
  4. Ытти сферăри претендентсем.

Документсене тивĕçлĕ отрасль министерствисемпе ведомствисем йышăнаççĕ.

Ыйтусем пулсан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксен политикин управленийĕпе çыхăнма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code