Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир хыпарĕсем

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информацирен çакă курăнать:

Августăн 19-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 3470 тонна (60 процент) утă, 49428 тонна (129 процент) сенаж хатĕрленĕ. «Урожай» сахал яваплă обществăра 100 гектар çинче кĕрхи культурăсем акнă. Хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4780,35 гектар çинче çулнă, 4780,35 гектар çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 38,2 гектарпа танлашать. «АСК-Яльчики» ОООра 8 гектар çĕр улми кăларнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code