Чăваш Енре сусăрсем валли çул çỹрев йĕркелесси йăлара. Регион тулашĕнчи куç курманнисен организацийĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлени хăнасене йышăнма та май парать. Пирĕн пата Мари тата Мордва Республикисенчен, çавăн пекех Хусан, Чулхула, Чĕмпĕр хулисенчен тăтăшах килеççĕ. Тĕл пулусен вăхăтĕнче спорт мероприятийĕсене йĕркелессине, вырăнти туризм центрĕсене çитсе килессине ĕçе кĕртнĕ. Кăçал Шупашкарти «Кăнтăр» культура çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ташă феерверкĕ» конкурс иртнĕ. Пултарулăх тупăшăвне 100 ытла çын хутшăннă.

