
Чăваш халăхĕ авалтанах тĕрлеме юратнă. Унăн кăмăлĕ, менталитечĕ тĕрĕре тесе шухăшлатпăр. Республикăри тĕп музейре 2015 çултанпа, Чăваш тĕррин музейне уçнăранпа, ытларах чăваш эрешĕсемпе ĕçлеççĕ. 2020 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш тĕррин кунне палăртма пуçланăранпа кунта тĕрлеме вĕрентме май паракан ятарлă шкул йĕркеленĕ, унта 7 уйăх вĕренеççĕ. Вĕсен йышĕнче çамрăксем те, ваттисем те пур. Занятисем кашни шăматкун пулаççĕ. Халĕ çулсеренех «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурс та иртет. Унта чи пултаруллă ăстасем хутшăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев дипломпа чыслать.
Кăçал вара Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалласа çак конкурса ытти регионри ăстасене те хутшăнма ирĕк панă. «Туслăх пиçиххийĕ» ятпа йĕркеленнĕ конкурса çулталăк вĕçĕнче пĕтĕмлетĕç.

