Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унăн çăлтăрĕ ан сỹнтĕр

Унăн çăлтăрĕ ан сỹнтĕр

Чăваш Енĕн, çавăн пекех Елчĕк районĕн физкультурăпа спорт летопиçĕн пуçламăшне чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ардалион Игнатьев ылтăн сас паллисемпе çырса хăварнă. Вăлах, 1956 çулта Австралири Мельбурнра 400 метра чупса бронза медаль çĕнсе илнĕскер, наградăсен списокне те чи малтан уçнă.

Кенгуру çĕршывĕ 44 çултан Елчĕк çĕрне каллех пăхăртан шăратнă медаль парнеленĕ. Унăн хуçи — Владимир Андреев. Вăл 20 çухрăма спорт мелĕпе утассипе палăрнă.

Олимп тỹпинче унăн опыт пулнă ĕнтĕ: 1992 çулта Испанири Барселонăра асăннă дистанцире 11-мĕш вырăн йышăннă. 2004 çулта Грецири Афинăра та тупăшнă — 7-мĕш позици. Сăмах май каласа хăварар: пирĕн тепĕр ентеш, Элекçей Тимешĕнче çуралса ỹснĕ Юрий Ильин та виçĕ хутчен Паралимп вăййисене хутшăннă…

Яманчỹрел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Володя Андреев спорт çулĕ çине тỹрех тухнă теме çук. Вăл 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне вĕсен çемйи Лаш Таяпана куçса килнĕ. ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Яковлев тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Петр Самсонов ертсе пынипе районти çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсенче призерсен йышне кĕнĕ-ха. Тантăшĕсемпе тĕрлĕ спорт вăййисенче пиçĕхнĕ.

Вăтам шкула пĕтерсен Володя Самар облаçĕнчи Усолье хулинчи ял хуçалăх, Шупашкарти энергетика техникумĕсенче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлỹ илнĕ. Магадан облаçĕнчи Анадырьта çар тивĕçне пурнăçланă.

Студент çулĕсенче унра спортри çăлтăрĕ çуталма пуçлать те. Çитĕнỹсем 1988-1996 çулсенче СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Семенов, 1996 çултан Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Анатолий Николаев ертсе пынипе çыхăннă.

Ентешĕмĕр çинчен ыйтса пĕлес тĕллевпе Шупашкарти Е.Н.Николаева ячĕллĕ олимп резервĕсен 8-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн директорĕн çумĕпе, тĕнче класлă спорт мастерĕпе Олег Андреевпа çыхăнтăмăр.

— Володьăна чи малтан эпĕ «асăрханă», — ун çинчен пĕлтерес туртăм пысăк пулчĕ унăн. — Сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче хулари вĕренỹ заведенийĕсенче кросс ирттересси йăлараччĕ, çавна май вăйлă атлетсене тупса палăртаттăмăр. Эпĕ, «Спартак» спорт клубĕн директорĕн заместителĕ, энерготехникумра пултăм. Андреев ун чухне 1000 метра чупассипе çĕнтерчĕ.

Ăна çуран утакансен командине илтĕмĕр. Вăл çемçе кăмăллăччĕ, ĕçлес туртăмĕ пысăкчĕ. Унра никĕс пурччĕ ĕнтĕ (кунта Володьăн ашшĕ 1-мĕш разрядлă чупуçă пулнине те асăнса хăварар. — ред.). Тренировкăсенче малтан футболла выляттăмăр, кайран 5-6 километр утаттăмăр. Ир авланнă май, ăна техникум общежитийĕнче пỹлĕм, çулсем иртнĕ хыççăн хваттер илме пулăшрăмăр.

Çỹллĕ шайри çитĕнỹсем нумай кĕттермен çамрăк спортсмена. Чăваш Енре кĕске хушăрах нумай хутчен çĕнтерме ĕлкĕрнĕскер, Раççей Кубокне пуçласа хутшăнса тỹрех мастер нормативне тултарать. Çакăн хыççăн вăл — çĕршыври çăмăл атлетикăн пĕрлештернĕ командин членĕ, унăн йышĕнче 1993 çулта Штутгартра иртнĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хутшăнать, дебютант унта юратнă дистанцие 19-мĕш вĕçлет.

Çапах та ку кăтарту уншăн кăмăла хуçмалли сăлтав мар. Вăл «айăпне» айккинче шырамасть, куллен тренировкăсен тухăçлăхне ỹстерет çеç. Юнашар яланах ятлă-сумлă, опытлă спортсменсем пулни те хавхаланупа вăй-хал кỹнĕ ăна: Елена Николаева, Алина Иванова, Елена Грузинова — кашниех тĕслĕх илмелĕх.

Малалла «пăр тапраннă» вара. Владимир Андреев — СССР тата Раççейăн хĕллехи чемпионачĕсен 7 хут çĕнтерỹçи, 5 хут СССР, 8 хут Раççей чемпионĕ. Чи ăнăçуллă тапхăрсем 1999-2002 çулсемпе çыхăннă унăн: 1999 çулта тĕнче Кубокĕн 3-мĕш призерĕ, 2000 çулхи çитĕнỹ пирки çỹлерех асăнтăмăр, 2002 çулхине икĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ — Мюнхенри Европа чемпионатĕнче тата Туринри тĕнче Кубокĕнче.

Кунта 2003 çулта Шупашкарта Юрă уйĕнче иртнĕ Европа Кубокне те хушар. Ăмăртăва курма Елчĕкрен физкультурăпа спорт активисчĕсен пысăк делегацийĕ кайнăччĕ, ытти районтан йышлăччĕ. «Килте стенасем те пулăшаççĕ» тени ун чухне тỹрре тухрĕ: Владимир Андреев 3-мĕш вырăн йышăнчĕ (чăвашсенчен Елена Николаевăпа Вера Соколова хăйсен дистанцийĕсенче финиша 1-мĕш тата 2-мĕш çитрĕç).

Спорт карьерине вĕçлесен Владимир Васильевича «Спартак» стадион çумĕнчи пăр керменĕн пуçлăхне лартнă, каярахпа спорт шкулĕнче — тренировка процесĕн администраторĕ. Кăçалхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче вăл 60 çул тултармаллаччĕ. Шел, 2024 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче олимпиец парнисене çĕнсе илессишĕн малтан Лаш Таяпара, каярахпа Елчĕкре (халĕ — Шупашкарта. — ред.) чылай çул хăвăрт утакансен республикăри ăмăртăвне йĕркелерĕç. Владимир Васильевич уйрăм калаçура ун чухне çакна палăртнăччĕ:

— Спорт мелĕпе хăвăрт утасси питĕ кăткăс дисциплина. Кашни ăмăртăва тĕллевлĕн, правилăсене çирĕп пăхăнса хатĕрленетĕн. Утас йĕркене пăсрăн тăк — судьясем тỹрех асăрхаттараççĕ. Енчен те дистанцирен кăларса та яраççĕ пулсан, çакă уйрăмах кỹренмелли самант. Эсĕ темиçе уйăх ятарласа хатĕрленни çука çаврăнать темелле, çавăнпа трасса çинче хăвăртлăх пирки кăна мар, тимлĕх çинчен те манмалла мар…

Мухтавлă олимпиецăн ячĕ — манăçми. 1999 çулта унăн ятне Елчĕк районĕн Хисеп тата Ĕç мухтавĕн Кĕнекине кĕртнĕ. 2008 çулта вăл вĕреннĕ Лаш Таяпари вăтам шкула ун ятне панă, 2024 çулта унта Асăну хăмине уçнă.

Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденĕн кавалерĕн вил тăприйĕ çине çывăх кунсенче палăк лартасшăн.

…Владимир Андеевăн Олимп тăвĕ çинчи çăлтăрĕ ялан çунтăр, ыттисен спортри çулне çутатса пытăр.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code