Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тăрăшуллă наставник

Тăрăшуллă наставник

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул вĕрентекенне Елена Морозовăна 150 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă.

Елена Зиноновна — аслă квалификациллĕ категори учителĕ, унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 38 çул. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вăл муниципалитет шайĕнчи предмет олимпиадисенче биологипе тата экологипе 18 çĕнтерỹçĕпе призер хатĕрленĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Роман Фомкин вара Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче экологипе призерсен йышне кĕнĕ.

Наставник ăслăлăх конкурсĕсене хутшăнса хăй те ырă тĕслĕх кăтартать. 2023 çулта вăл «Хальхи шкулти биологипе экологи урокĕсем» ятпа иртнĕ пĕтĕм тĕнчери меслетлĕх фестивалĕн призерĕ пулса тăнă. Асăннă предметсене вĕрентекенсен округри ассоциацийĕн ертỹçи пулнă май, хăйĕн тата ĕçтешĕсен ĕç опытне сарас тĕлĕшпе те тăрăшса тимлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code