Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ачана шкула пуçтар»

«Ачана шкула пуçтар»

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн çулсеренех «Ачана шкула пуçтар» акци иртет. Пĕтĕм Раççейĕпе йĕркеленекен çак акцие Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков хутшăннă. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ачисене пуçласа шкула кайнă ятпа саламланă май вĕсене рюкзаксемпе шкул хатĕрĕсем парнеленĕ.

СВО участникĕсен ачисене çавăн пекех парти программипе йышăннă «Çĕнĕ шкул» проект координаторĕ — Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов шкул сумки, вĕренỹ хатĕрĕсем парнеленĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ кашнин асĕнче ырăпа çырăнса юлтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code