Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер, апрелĕн 24-мĕшĕнче пулса иртнĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш суйлаври черетлĕ 19-мĕш ларăвне хутшăннă. Вăл ЧР Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем пирки калакан отчетпа паллаштарнă. Ăна кĕскен илсе кăтартатпăр:
— Регионăн аталанăвĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парассинче экономика секторĕ тĕп вырăн йышăнать. Экономикăн тĕп отраслĕсем пирки калама тытăниччен приоритетлă тĕллевсене палăртатăп. Пĕрремĕшĕ вăл — çынсен пурăнас ĕмĕрне вăрăмлатасси. 2017 çулта вăл республикăра халĕччен сăнаса-палăртса тăнă çулсенчен чи пысăк кăтартăва çитрĕ — 72,7 çулпа танлашрĕ. Малашнехи тĕллев — çынсен пурăнас ĕмĕрне тата вăрăмлатасси.
Республикăра тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, ăна симĕслентерес, экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, çынсене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма условисем туса парас енĕпе те сахал мар ĕç туса ирттереççĕ.
Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ тупăшсен тĕлĕшĕпе туллин пурнăçланнă, вăл 51 миллиард та 497,2 миллион тенкĕпе танлашнă, 2016 çулхипе танлаштарсан, 105,5 процентпа танлашать. 2017 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх промышленность производствин индексĕ 104,4 процент пулнă. Республикăри промышленность предприятийĕсенче хальхи вăхăтра 60 яхăн инвестици проектне /пурĕ 100 миллиард тенкĕ ытла/ ĕçе кĕртессипе тимлеççĕ. Апла пулин те хальлĕхе эпир пысăк тухăçлă ĕç йĕркелесе пыма пултарнипе мухтанаймастпăр. Ĕç укçин шайĕ вара ĕç тухăçлăхĕнчен килет. Хальхи вăхăтра пурнăçа кĕрекен приоритетлă программăна тĕпе илсен çак кăтарту ÿсмеллех.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассине тĕп вырăна хуратпăр. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх, республикăра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 46,8 пин субъектне шута илнĕ. 2016 çулхипе танлаштарсан, çак хисеп 102,4 процент шутланать.
Ял хуçалăх производствин индексĕ 101 процентпа танлашнă, агропромышленность комплексĕнче пурĕ 75,3 миллиард тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Кăтартусем çулсерен ÿссех пыраççĕ. 2017 çулта, 2016 çулхипе танлаштарсан, 20,9 процент ытларах тĕш тырă, 5,6 процент ытларах çĕр улми, пĕтĕм категорири хуçалăхсенче ?чĕрĕ виçепе шутласан/ 7,5 процент ытларах аш-какай туса илнĕ.
Ялта ĕçлесе пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене тĕллевлĕн аталантарасси» çумпрограмма мероприятийĕсене пурнăçлама пĕтĕмпе 894,3 миллион тенкĕ уйăрса панă…