Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулавăшри калаçу

Вулавăшри калаçу

Тăрăмри вулавăшра та çак куна халалласа «Чăваш халăхне çутта кăларакан» темăпа калаçу иртрĕ. Ăна Светлана Михайлова библиотекарь ертсе пычĕ.

Чи малтанах ачасем «Эпир тĕнчене чăваш пулса килнĕ» темăпа йĕркеленĕ викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. Иван Яковлевичăн «Йăлăнтарни», «Кушакпа шăши» хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăпа, чăвашлăха упрама хистекен сăвăсемпе паллашма та питĕ кăмăллă пулчĕ. Чăваш халăхĕн аталанăвне чĕртекен, унăн культурине çĕклекен «Савар, мухтар чĕлхемĕре», «Тăван чĕлхе» стендсем халăхăмăрăн кун-çулне, йăли-йĕркине çутатаççĕ, чăвашлăха упрама тата чăваш пулнипе мăнаçланма хистеççĕ.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: ачасем — вулавăшра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code