Чăваш Енре Сосновский пултранĕпе кĕрешес ĕç пырать. Кăçал ăна республикăра 800 ытла гектар çинче пĕтерме палăртнă.

Округсен администрацийĕсем ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне ăнăçлă вĕçленĕ. Сиенлĕ çак ỹсен-тăрана Йĕпреç (161 гектар) тата Етĕрне тăрăхĕсенче (150 гектар) уйрăмах нумай пĕтернĕ.
Халĕ округсенче Сосновский пултранĕпе кĕрешес ĕçĕн 2-мĕш тапхăрĕ пырать. Тĕп тĕллев — сиенлĕ курăк тепĕр хут шăтса тухасран сыхланасси. Пултран ытларах ялсен çывăхĕнче, автомобиль çулĕсен хĕрринче ỹсет.
Республикăра пултранпа кĕрешме патшалăх пулăшать. Округсене субсиди параççĕ, унăн калăпăшĕ сиенлĕ курăка мĕнле мелпе пĕтернинчен килет. Аса илтеретпĕр: 2026 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен Сосновский пултранĕпе тата ытти сиенлĕ ỹсен-тăранпа кĕрешесси çĕр лаптăкĕсен хуçисен тивĕçĕ шутланать.
Чăваш Ен Правительстви сиенлĕ ỹсен-тăранăн списокне çирĕплетнĕ. Вĕсен шутне Сосновский пултранĕ тата Америка вĕрени кĕреççĕ.

