Çĕрпỹ округĕн «Йăла-йĕркен чĕрĕ çиппи» проекчĕ Пĕтĕм Раççейри ялсенчи культура çурчĕсен чи лайăх практикисен конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Ку проект Çĕрпỹри Тихвин ярмăрккине аталантарассипе çыхăннă. Конкурса пĕтĕм çĕршыври 79 регионтан 500-е яхăн заявка тăратнă. Унăн тĕллевĕ — йăла-йĕркене упраса хăварасси, округăн культура еткерлĕхне тĕрлĕ ỹсĕмри çынсемшĕн тата кăсăклăрах тăвасси. Экспертсем Çĕрпỹ округĕн проектне чи лайăххисен шутне кĕртнĕ, 3 миллион тенкĕ пама йышăннă.

