Шупашкартан Сухум хулине (Абхази) кĕçех самолет вĕçме тытăнĕ.
Ку çĕнĕлĕх октябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ. Авиарейссене «Нордвинд» компани эрнере пĕр хутчен пурнăçлĕ — кĕçнерникунсерен 20 сехет те 15 минутра. Билетсене сутма тытăннă ĕнтĕ. Вĕçев программине хальлĕхе октябрь уйăхĕ валли хатĕрленĕ.

