Кашни çулах июлĕн 1-мĕшĕнчен газпа, электроэнергипе усă курнипе тата коммуналлă хытă каяшсене илсе тухнипе çыхăннă тарифсем ỹсекенччĕ. Кăçал çак улшăну октябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ.
Çапла вара асăннă тапхăртан пуçласа Раççейри пĕтĕм регионта, çавăн пекех Чăваш Енре те, çĕнĕ тỹлевсем пулĕç. Вĕсене кашни субъект хăй çирĕплетет. Калăпăр, пирĕн 1 киловатт сехетшĕн 3 тенкĕ те 92 пус (маларах 3,52 тенкĕ пулнă), çут çанталăк газĕшĕн 1 кубла метршăн 9,11 тенкĕ (8,30) тỹлемелле пулать. Çỹп-çап турттарса тухнăшăн тỹлемелли сумма нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемшĕн пĕр çын пуçне 139,55 тенкĕпе (62,73), уйрăм çуртрисемшĕн 149,85 тенкĕпе (60,09 тенкĕ) танлашать.
Хытă каяш турттарса тухнăшăн тỹлесси Атăлçи федераци округĕнчи 14 регион хушшинче Чăваш Енĕн тарифĕ чи пĕчĕкки. Кăçалхи август уйăхĕ тĕлне пысăк суммăллисем çаксем: Пермь крайĕ (185,48 тенкĕ), Чулхула облаçĕ (183,17). Газ ыйтăвĕпе илсен — эпир хыçалтан 2-мĕш. Киров облаçĕн — 12,58 тенкĕ, Саратов облаçĕн — 11,07 тенкĕ, Самара облаçĕн — 10,74 тенкĕ. Электроэнергипе усă курнăшăн тỹлессипе пирĕн регион — хыçалтан 3-мĕш.
Ытти коммуналлă пулăшăвăн тарифĕсем (сивĕ тата вĕри шыв, ăшăпа тивĕçтересси, таса мар шыва турттарса тухасси) муниципалитетсен йышăнăвĕсенчен килеççĕ.

