Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информацирен çакă курăнать: октябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 22523,6 гектар (99,6 процент) çинчен пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 38,4 центнер. Уйрăм ĕç коллективĕсенчен кăтартусем чи лайăххи: «Сатурнăн» — 61,1 центнер, «Рассветăн» — 51,6 центнер, «АСК-Яльчикин» — 51,1 центнер, «Энтепен» — 50,5 центнер. Кĕрхи культурăсен акнă лаптăкĕ 71 процентпа танлашать. Çĕр улми кăларса пуçтарнин калăпăшĕ — 87 процент. Кукурузăна 58 гектар çинче вырнă.

