СК управленийĕ право хуралĕн органĕсен сотрудникне укçалла сутăн илме тăнă гражданин тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем ШĔМĕн миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕпе пĕрле тата Росгвардин ОМОН отрядне явăçтарса фильтраципе тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттернĕ. Ют çĕршывсен гражданĕсем пулакан вырăнсене — апатлану учрежденийĕсене, пасарсене, стройкăсене, суту-илỹ объекчĕсене, общежитисемпе хăна çурчĕсене — тĕрĕсленĕ.
Пĕр предприниматель предприятийĕнче Вăтам Ази тата çывăх хĕвел тухăç çĕршывĕсен гражданĕсене саккуна пăсса ĕçе явăçтарнине тупса палăртнă. Яваплăхран пăрăнас шухăшпа çав предприниматель пакунлă çынсенчен пĕрне взятка сĕннĕ. Административлă яваплăхран хăтăлассине тата «саккунсăр» çынсенчен пĕрне Раççейрех хăварассине вăл 200 пин тенкĕлĕх хакланă. Çав укçана право хуралĕн органĕсен сотрудникне панă чухне ăна ФХС сотрудникĕсем тытса чарнă.

