Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Паттăр ячĕпе

Паттăр ячĕпе

Елчĕкри вăтам шкулта патриотла ĕçсене анлă çул панă. Кунта тĕрлĕ акцисене активлă хутшăнасси, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансемпе тĕл пулусем ирттересси, палăксен умне тирпейлĕхре тытса тăрасси тата ытти мероприяти кулленхи хăнăхнă ĕç пулса тăнă.

Черетлĕ патриотла утăм астăвăмпа çыхăннă. Эрнекун Çар мухтавĕн кĕтесĕнче çак шкултан вĕренсе тухнă Александр Анатольевич Докторов ячĕпе Герой парттине уçрĕç.

Кĕске справка

А.А.Докторов 1983 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче Тюмень облаçĕнчи Ишим районĕнчи Быково ялĕнче çуралнă. Ашшĕ — Çĕнĕ Пăваран, амăшĕ — Тăрăм ялĕнчен. 2000 çулта Елчĕкри вăтам шкула, ун хыççăн Ульяновскри суту-илỹпе экономика техникумне, Еланьри çар вĕренĕвĕн Центрне, Уральскри патшалăх вăрман техникин университетне пĕтернĕ. Раççей çарĕнче службăра пулнă. 2005 çулта каллех салтак атти тăхăннă — Екатеринбургри 22316-мĕш çар чаçĕпе контракт çирĕплетнĕ. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕччен Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă. Шел, мотострелоксен ротин командирĕ Александр Докторов аслă лейтенант декабрĕн 5-мĕшĕнче пуçне хунă. Маларах виçĕ медале тивĕçнĕ офицера вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнне юрланă тата шăплăх минучĕ хыççăн калаçу аса илỹсем çине куçрĕ. Сашăна вĕрентнисем — шкул директорĕ Лариса Васильева, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене пурнăçлакан — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, пĕрремĕш вĕрентекенĕ Людмила Кузнецова, класс ертỹçи Валентина Филимонова унăн нумай ырă енĕсене куç умне кăларчĕç. Хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен округри канашĕн ертỹçи Петр Анисимов асăннă мероприятин пĕлтерĕшĕ патриотла воспитани парассинче питĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Чи пултаруллă вĕренекенсем Герой партти хушшине ларма тивĕçни те хăйне кура пысăк чыс. Пуçласа ăна Роман Ильинпа Мария Филиппова тивĕçрĕç.

Мероприятие хутшăннă Александр Докторовăн шăллĕ — Сергей Анатольевич малтанах шкул дирекцине асăннă патриотла акцишĕн тав турĕ, тетĕшĕ уншăн пĕтĕм енĕпе тĕслĕх вырăнне пулнине каларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă тата хутшăнакан кашни салтак герой пулнине палăртрĕ. Елчĕк ачи Александр Докторов та çав йышран.

Н.Федоров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code