Пятница, 23 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерĕве çывхартма

Çĕнтерĕве çывхартма

Октябрĕн малтанхи çурринче ятарлă çар операцийĕн салтакĕсем патне Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвĕ 100-мĕш хут ăсатнă.

Ăна пухма республикăн Вĕрентỹ тата Промышленность министерствисем, «Пĕрле» фонд, Шупашкарти, Çĕрпỹпе Вăрнар округĕсенчи волонтерсен ушкăнĕсем хутшăннă. Вăрăм фурăсемпе Бердянск округне спортпа вăйă оборудованийĕ, класа вырнаçтармалли сĕтел-пукан, вĕрентỹ пособийĕсем, канцеляри таварĕсем, илемлĕ литература, медицина оборудованийĕ, апат-çимĕç, кран-манипулятор, ĕçмелли шыв турттармалли 7 прицеп, 4 автомашина, маскировка тетелĕсем, ытти ресурс çитернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code