Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунĕ умĕн Патăрьел районĕн тĕп больницин Елчĕкри филиалĕнче пулас амăшĕсемпе ЗАГС, медицина ĕçченĕсем, социаллă служба тата тĕн представителĕсем тĕл пулнă. Мероприятие пепке кĕтекенсене кирлĕ информаципе тивĕçтерес, пулăшу кỹрес тĕллевпе йĕркеленĕ. Вĕсен сывлăхĕ, ача çуратма хатĕрленекен тапхăра мĕнле ăнăçлă йĕркелесси тĕп вырăнта пулнă. ЗАГС пайĕн ертỹçи Надежда Баймушкина ача çуралнине Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи «Ача çурални» суперсервис урлă регистрацилеме заявление мĕнле хатĕрлемеллине тĕплĕн ăнлантарса панă. Çак сервиса ача тин çуратнă амăшĕ ЗАГСа çỹресе вăхăтне ан ирттертĕр, çуралнă ачан докуменчĕсене пурне те ансат та кĕске вăхăтра илтĕр тесе йĕркеленĕ. Çавăн пекех пепкене ят, хушамат, ашшĕ ятне памалли йĕркене те ăнлантарса панă. Пуçтарăннисем ача кĕтекен хĕрарăмсене чăтăмлăхпа çирĕплĕхшĕн, чун-чĕре вăйĕшĕн, ачисем çураличченех вĕсене çепĕçлĕхпе, юратупа çупăрланăшăн тав сăмахĕсем каланă.

