Чăваш Енре хупă ярăмлă экономика вăй илсе пырать. Унăн ăнăçлă тĕслĕхĕ — автомобильсен кивелнĕ кустăрмисене тепĕр хут усă курма ярасси.
Кăçалхи июль-октябрь уйăхĕсенче кăна хăрушлăхĕ 4-мĕш класпа танлашакан каяшсен 200 яхăн тоннине тепĕр хут тирпейлеме ăсатнă. Çак процесс предприятисемшĕн те, çынсемшĕн те меллĕ пултăр тесе регион территорийĕнче усă курнă резина покрышкисене йышăнмалли 20 стационар йĕркеленĕ.
Пухнă çак резинăна Тутарстанри ятарлă предприятие ăсатаççĕ, унран резина тĕпренчĕк, çĕнĕ техника изделийĕсем, альтернативлă экотопливо хатĕ

