Елчĕкри Юбилей урамĕнчи 4-мĕш çурт умĕнчи улшăнăва иртен-çỹрен асăрханă-тăр. Çак кунсенче унта ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă Виктор Владиславович Григорьев гварди аслă сержанчĕ ячĕпе асăну хăми уçнă.

Мероприятие округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев майор, салтакăн çывăх тăванĕсем, пĕрле вĕреннисем, шкул коллективĕ хутшăннă.
— Асăну хăми çĕршыв хỹтĕлевçин паттăрлăхĕ, чысĕ, тивĕçе чунтан парăнни çинчен кашни çитес ăрăва аса илтерсе тăрĕ. Унăн ячĕ округ историне ĕмĕрлĕхе çырăнчĕ, — тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Леонард Васильевич.
Виктор Григорьев 1989 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Вăрманкассинче çуралнă. Вĕренỹ тапхăрĕн 9 çулне Канаш тăрăхĕнчи Мăкăр ялĕнчи шкулпа çыхăнтарнă. 10-11-мĕш классенче Елчĕкри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ. Вĕренỹ процесĕнче унăн йывăрлăх пулман — лайăх тата аван паллăсемпе çеç палăрнă. Уçă кăмăллă, тимлĕ, çынпа хутшăнма юратаканскер. Вăл хăйĕн ăсталăхĕпе вăй-халне районти тата республикăри тĕрлĕ ăмăртура кăтартнă.
2010 çулта Виктор çар службине тăрать, çулталăк çитиччен 18 кун маларах аслă сержант званипе демобилизациленет. Кĕске хушăрах рота старшинин должноçĕнче пулни унăн пултарулăхĕ çинчен калать.
Вăл хăйĕн малаллахи пурнăçне çар ĕçĕнчех курнă-тăр: 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче каллех салтак тумне тăхăнать. Халĕ — контрактник. Иккĕмĕш зенитлă ракетăпа артиллери батарейин 3-мĕш зенитлă ракета взвочĕн командирĕн заместителĕ вăл. 2016 çулта Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă.
Виктор Григорьев гварди аслă сержанчĕ ятарлă çар операцийĕнче — пĕрремĕш кунранах. Нумай çапăçăва хутшăннă вăл. Пĕринче, БТР наводчик-операторĕ, тăшманăн виçĕ единица çар техникине тата пехотăн отделенине тĕп тăвать. Тепĕр тĕслĕхре миномет вут-çулăмĕ витĕр аманнă салтака çапăçу вырăнĕнчен илсе тухнă.
Шел, 2022 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче бригада подразделенине хỹтĕленĕ заданире вăл паттăрла пуçне хунă. Виктор Григорьевăн «Хăюлăхшăн», «Çĕнтерỹ парадне хутшăннăшăн» медальсем çумне Паттăрлăх орденĕ (вилнĕ хыççăн) хутшăннă.
…Асăну хăмине уçнă хыççăн çывăхри территори шăплăха путнă. Ун хыççăн пуçтарăннисем чечексем хунă. Çак вырăн çулласерен чĕрĕ чечексен ăшне путтăр.

