Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрле чух эпир вăйлă

Пĕрле чух эпир вăйлă

Раççей халăхĕн хăйĕн историйĕнче нумай тăшмана хирĕç çапăçма тивнĕ. Çĕнтерĕве вара фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çирĕп пулнăран çывхартнă. Çак çыхăну пĕлтерĕшне палăртса Совет Союзĕн Маршалĕ Георгий Жуков çапла каланă: «Тыл в период войны был половиной Победы, даже больше».

Салтаксене пулăшасси пĕрре те чарăнмасть. Кирек мĕнле пулăшу та çĕнтерĕве çывхартассинче пысăк вырăн йышăнать.

Октябрĕн 25-мĕшĕнче Елчĕк округĕнчен ятарлă çар операцийĕн салтакĕсем валли черетлĕ пысăк гуманитари тиевĕ ăсатрĕç. Çĕнтерĕве кашни ял çынни хăйсен тỹпине хывма тăрăшать: пахча çимĕçпе улма-çырла, ытти апат-çимĕç, тумтир, строительство материалĕсем, автомобильсем валли запас пайсем, маскировка сечĕсем… параççĕ. Медикаментсем тата гигиена хатĕрĕсем те уйăраççĕ.

Кашни япала салтак пурнăçне тата сывлăхне упрать, чи кирли — ăна асра тытса тăван тăрăхра чунтан кĕтнине шанма май парать. Депутатсем те пулăшуран аякра тăмаççĕ: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов çар çыннисем валли кашни каймассерен Вăрнарти аш-какай комбиначĕн продукцине парса ярать. Округри предприяти-организацисене, уйрăм пайтаçăсене, общество представителĕсене ырăпа палăртмалла. Кунта çавăн пекех ыр кăмăллăх ĕçне пурнăçласа салтаксем патне инçе çула çỹрекенсене тав сăмахĕ каламалла: хистевпе мар, чун-чĕре ыйтнипе пурнăçлакан ĕç ăнса пырать. Волонтерсем çар операцийĕ пыракан территорисенче пулса салтаксене мĕн кирлипе тивĕçтернисĕр пуçне ентешсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçассине те тĕпе хураççĕ. Елчĕк ертỹлĕхĕн тата халăхĕн ырă ĕçĕ тĕслĕхлĕ.

СВОна кирлĕ хатĕрсене кар! тăрса мĕн пур вăйне пĕрле пухса йĕркеленипе пĕрлех груза тиесе инçе çула ăсатассине те пĕрлех пурнăçлать халăх. Елчĕкри Тĕп лапамра волонтерсене кашнинчех округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, вырăнти халăх тата пачăшкăсем тав сăмахĕ каласа, пиллесе ăсатаççĕ.

Пулăшу ĕçĕнче малашне те çапла пĕрлĕхре пулар, тусăмăрсем! Çапла пулсан çĕнтерỹ те часах çитĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code