«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн обществăлла транспорта модернизацилес тĕлĕшпе регионта курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.
Ырă улшăну пирĕн округа та пырса тиврĕ — май уйăхĕнче «Елчĕк — Патăрьел» маршрутпа пассажирсене турттаракан автобус çỹреме пуçларĕ. Çула тухакансен йышне шута илсе ноябрĕн 1-мĕшĕнчен техника шутне 3 единицăна çитернĕ. Халĕ автобуссем çула май Патăрьел округĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт ялне кĕрсе тухаççĕ.
Расписанире кăтартнă вăхăтпа 1-мĕш рейс Елчĕкрен 6 сехет те 45 минутра пулать. Ун хыççăн — 8 сехетре. Малалла — кашни сехетрех. Патăрьелне юлашки рейспа тухас тесен те меллĕ: вăхăчĕ — 17 сехет.

