«Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа юлашки çулсенче шкулсем те анлăн усă кураççĕ.
Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула «пионер» тесен йăнăш пулас çук. Çĕнĕлĕхсене алла илессипе уйрăмах тухăçлă ĕçлекенскер, 2024 çултах пуçару бюджечĕ çине таянса тỹрех 3 объект — шкул путвалĕнче кĕрешỹ залĕ йĕркелесе унта кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă, йывăр атлетика тата ташă залĕсене — хута янă.
Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупнăран пĕлтĕр шкулпа юнашар шыв вырăнĕ чавса хатĕрленĕ. Шыв ĕçме юрăхлă, хĕлле хоккей коробкине пăрлантарма та меллĕ. «Медиацентр» хута кайни те килĕшỹре çуралнă ĕç. Икĕ объектăн пĕтĕмĕшле сумми — 1,5 миллион тенкĕ. Коллектив кăçал та ниме пĕрлĕхĕпе вăйне çирĕплетнĕ: 599755 тенкĕлĕх пушар резервуарĕ хута янă.
«Ниме — халăх бюджечĕ» программа пулăшнипе, Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкул ĕçченĕсемпе ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулнипе çĕнĕ технологипе усă курса çурт тăррине (5,6 миллион тенкĕлĕх) тĕпрен юсанă.
Кил-çуртри тасалăхпа тирпейлĕх хапха умĕнченех курăнать, теççĕ. Елчĕкри «Хĕвел» ача сачĕн территорине пырса кĕрсенех çакна асăрхатăн та. Унчченхи арканса пĕтнĕ асфальтлă пысăк лаптăка, тротуара (1270 пин тенкĕлĕх) брусчатка сарни, тимĕр картана (170 пин тенкĕлĕх) çĕнетни пачах çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Подрядчик — Андрей Мисяков уйрăм пайтаçă пурнăçланă ĕçпе ача садĕнче тăрăшакансем те, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.
Н.ФЕДОРОВ.

