Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăкăр туса илекенсене — чыс та мухтав!

Çăкăр туса илекенсене — чыс та мухтав!

Кĕр мăнтăрĕпе, йăлана кĕнĕ тăрăх, округра çулсерен агропромышленность комплексĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл ноябрĕн 3-мĕшĕнче Елчĕкри культура керменĕнче иртрĕ. Савăнăçлă пулăма вĕсемпе пĕрле пайлама округ пуçлăхĕ Леонард ЛЕВЫЙ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Андрей МАКУШЕВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организацийĕн представителĕсем — Николай Бариновпа Владимир Меметов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Уй-хир ĕçĕнчи тата ял хуçалăхĕнчи ытти пĕтĕмлетỹпе округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Ирина Горшкова паллаштарчĕ.

«Çак кун эпир ирхи шуçăмпа вăранса кану кунĕсĕр, отпуск мĕн иккенне пĕлмесĕр уй-хирте тыр-пул, пахча-çимĕç çитĕнтерекенсене, халăха пахалăхлă сĕтпе, аш-какайпа тата ытти продукципе тивĕçтерекен ферма ĕçченĕсене саламлатпăр», — терĕ вăл.

Йывăр çанталăка пăхмасăр

Кашни çул пĕр пек килмест. Кăçал уй-хирте тыр-пул ăнса çитĕнчĕ, çапах та ăна пуçтарса кĕртнĕ вăхăтран пуçланса вăраха тăсăлнă çумăр аграрисене самаях ура хучĕ. Çапах та çакнашкал лару-тăрура та тыр-пула пỹлмене ăнăçлă хывма пултарчĕç. Çанталăк улшăнăвĕ, йĕпе-сапа е типĕ вăхăт ятарлă çĕнетнĕ сортсемпе усă курма ыйтать. Чылай чухне агротехника ĕçĕсене çанталăка пăхăнса тĕрĕс йĕркелеме пĕлни те кирлĕ.

Çĕр ĕçĕ — кăткăс ĕç. Вăл тытăмра çирĕп кăмăллă та теветкеллĕ, тăван çĕр-аннемĕре чăннипех парăннă çынсем анчах ĕçлеме пултарнине эпир хамăр округри уй-хир ĕçченĕсен кашни çулхи тĕслĕхĕнче уççăнах курса ĕненетпĕр.

2026 çулта ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 41425 гектар пулнă, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 39195 гектар: тĕш тырă культурисем 21823 гектар, выльăх апачлĕх культурăсем 13704 гектар, техника культурисем 2715 гектар, çĕрулми 337 гектар, пахча çимĕç культурисем 120 гектар йышăннă.

Чăваш Республикин правительстви ял хуçалăх отрасльне аталантарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал та агропромышленность комплексне аталантарас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕн мĕн пур майĕсене сыхласа хăварнă. 2026 çулхи 9 уйăхра федераци тата республика бюджечĕсен укçи-тенки шучĕпе патшалăх пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 152 миллион та 416 пин тенкĕпе танлашнă.

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçал малтанхи хут палăртнă виçепе 91737 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Тасатса кĕлете кĕртнĕ виçе 86740 тоннăпа танлашнă, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 39,7 центнер. Асăннă çитĕнĕве тума, чи малтанах, ертỹçĕсемпе специалистсем, механизаторсемпе водительсем тата фермăсенче ĕçлекенсем пысăк тỹпе хывнине уйрăммăн палăртса хăвармалла. Ака лаптăкĕсен тытăмне ялан çĕнетни, палăртнă лаптăксенче кĕрхи тăпрана çемçетни, машинăпа трактор паркне тăтăшах çĕнетни, малта пыракан технологисене ĕçе кĕртни те, паллах, кăтартусене çулсерен ỹстерсе пыма май панипе пĕр вăхăтрах малашлăхра тата пысăк тĕллевсем илме хистет. Ỹсен-тăран отраслĕнчи тухăçлă ĕç фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хатĕрлеме май панă. Калăпăр, пĕр условлă выльăх пуçне 26 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ кирлĕ пулсан, округри ял хуçалăх коллективĕсенче ăна 35,7 центнер хатĕрлесе хăварнă.

Малтисемпе танлашар

Округри тĕш тырă культурисен (кĕлет виçи) тухăçлăхĕн чи пысăк кăтартăвĕсене палăртса хăвармаллах. «Энтепе» сахал яваплă общество 1045 гектар лаптăк çинчен гектартан 58,06 центнер тырă пухса кĕртнĕ. «Сатурн» ЯХПКн (618 гектар) 57,7 центнер, «АСК-Яльчики» ОООн (1107 гектар) — 56 центнер, «Рассвет» хуçалăхăн (605 гектар) — 52,3 центнер, Ленин ячĕллĕ производство кооперативĕн (883 гектар) — 44,9 центнер.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен Александр Филипповăн ĕçĕ-хĕлĕ уйрăмах ỹсĕмлĕ. Вăл ертсе пыракан коллектив 380 гектар çĕр лаптăкĕ çинчен пĕр гектартан 60 центнер тĕш тырă пухса илнĕ. Хальлĕхе сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессипе вăл пĕчченех тимлет округра. Лаптăкĕ те пĕчĕк мар: 336 гектар. Тухăç та савăнтарать — 552 центнер.

«АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăра çĕнĕ технологисене анлă çул панă тата культурăсене шăварассине тухăçлă йĕркеленĕ май çĕр улми çитĕнтерес тата алла илес енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунă. «Иккĕмĕш çăкăра» 232 гектар çинчен гектартан 355,7 центнер пуçтарма пултарнă.

Округри ял хуçалăх организацийĕсенче хальхи йышши техникăпа анлăн усă курни — ял хуçалăх отраслĕн ăнăçлă аталанăвне йĕркелеме пулăшать. Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне инвестици кредичĕсемпе, лизинг майĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе 205 миллион тенкĕлĕх 30 единица техника туяннă.

Администрацин оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх, мĕн пур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра выльăх-чĕрлĕх йышĕ кăçалхи 9 уйăхра 11568 пуç шутланнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1743 пуç сахалтарах. Çак тапхăрта сăвăнакан ĕнесен хисепĕ 4395 пуç, иртнĕ çулхинчен 786 пуç чакнă. Выльăхсен хисепĕ тĕрлĕ чире пула чакнипе çыхăнтармалла. Ытти сăлтавĕ те пурах. Хуçалăхсен ăратлă ĕнесем илес енĕпе ĕçлесе пыни кирлĕ.

Сыснасен хисепĕ пĕтĕмпе 3271 пуç.

Тăхăр уйăх кăтартăвĕпе пур категориллĕ хуçалăхсенче 23482 тонна сĕт, 2013 тонна аш-какай туса илнĕ. Сĕт туса илесси пĕлтĕрхинчен чакнă.

Кăçалхи 9 уйăха ял хуçалăх предприятийĕсенчен 13-шĕ тупăшлă, пĕри тăкаклă вĕçленĕ. Вĕсем ял хуçалăх продукцине сутнин тупăшĕ 1 миллард та 052 миллион та 456 пин тенкĕпе, таса тупăш пайĕ 257 миллион та 537 пин тенкĕпе танлашнă.

Çак тапхăрта ĕç укçи фончĕ 301 миллион та 396 пин тенке çитнĕ, 2025 çул шайĕнчен 33 миллион та 811 пин тенкĕ пысăкрах, е 113 процент. Вăтам ĕç укçи 58855 тенкĕпе танлашать. Çакă 2025 çулхипе шайлаштарсан 7416 тенкĕ (114 процент) пысăкрах.

Хуçалăхсенче пĕлтерĕшлĕ объектсене юсас тата çĕнетес тĕлĕшпе инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртесси пырать — 93 миллион та 600 пин тенкĕлĕх ултă проект.

2027 çулхи тыр-пул никĕсĕ те çирĕп. Тĕш тырă культурисен вăрлăхне çителĕклĕ хывса хăварнă, 26 пин гектар лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. Кĕрхи культурăсене 3616 гектар çинче акнă, ку вăл Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви лартнă плана 74 процент кăна пурнăçланине пĕлтерет.

Ака, çав шутра тырă, пахча çимĕç тата çĕр улми лаптăкĕсене, выльăх-чĕрлĕх шутне чакарма юраманнине кашни ертỹçĕ, специалист ăнланать. Апла пулсан малашлăх пирки шухăшламаллах.

Çитес çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрленес ĕçе те паянах пуçламалла. Хывнă вăрлăха ака кондицине лартассипе çине тăрса ĕçлемелле. Минераллă удобренисемпе çунтармалли тата сĕрмелли материалсене çителĕклĕ таран хатĕрлемелле. «Хапха умне туй килсен» хыпаланни питĕ вырăнсăр.

Ака ĕçĕсене чи лайăх агротехника срокĕнче туса ирттерессишĕн, ỹсен-тăран культурисене туса илессине ỹстерессишĕн тăрăшмалла. Пĕтĕм ĕçе вăхăтра тата тухăçлă йĕркелеме округри ял хуçалăх организацийĕсенче мĕн пур майсем пур.

Паянхи кун ял хуçалăхне ĕçлеме çамрăксене ытларах явăçтарас, ялта çитĕннĕ яшсемпе хĕрсене тăван яла аталантарма хăварас ыйту çивĕч тăрать. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профессийĕсен пĕлтерĕшне ỹстерес тĕллевпе паян ача сачĕсенчен пуçласа ял пурнăçĕпе, унта ĕçлекенсен профессийĕсемпе паллаштараççĕ. Агролабораторисемпе агроклассем çамрăксене ял енне туртăнма, ятарлă пĕлỹ илсе тăван тăрăха таврăнма хавхалантарччăр.

Докладчик ял хуçалăх производствин ветеранĕсене те палăртмасăр иртмерĕ. «Вĕсем — округри ял хуçалăх отраслĕн историне никĕслекенсем. Нумайăшĕ хăйсен пĕлĕвне, профессире ĕçлесе пухнă пысăк ăсталăхне çамрăк специалистсене пама тăрăшать. Чыс та мухтав ĕç ветеранĕсене!»

Хастар ĕç чыс кỹрет

Уявра тĕрлĕ ведомствăн наградисене тивĕçнисем йышлă пулчĕç. «Ĕçне кура — хисепĕ», — теççĕ вĕт халăхра. Андрей Макушев министр аллинчен Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине акционерсен «Прогресс» обществин свинарки Антонина Карсакова, Тавне Ленин ячĕллĕ ЯХПК ертỹçи Валерий Падуев, «Яманчурино» ООО тракторист-машинисчĕ Владимир Чернов тивĕçрĕç. «Урожай» ООО директорне Вячеслав Кузнецова «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята панипе саламлама сăлтав пур. Эдуард Волков (Ленин ячĕллĕ ЯХПК) агрономăн кулленхи ĕçне ЧР Пуçлăхĕн Тавĕпе хакларĕ. Министерствăн Хисеп хучĕсемпе министр Михаил Абрамов инженер-электрика, Наталия Иванова («Промсервис») склад заведующине, Ирина Алексеева («Труд» ЯХПК) ĕне сăвакан оператора, Вячеслав Егоров («Рассвет» ЯХПК) выльăх-чĕрлĕх пăхакана, Илья Теплов («Слава картофелю» агрофирма) тракториста, Тав çырăвĕпе Сергей Волков («Слава картофелю» агрофирма) автобус водительне, Николай Крысов («Сатурн» ЯХПК) заправщика, склад заведующине, Дмитрий Кучков («Прогресс» АО), Константин Марков («Труд» ЯХПК) механизаторсене, Николай Палашкин («Победа» ООО) инженера, Андрей Шакин (Ленин ячĕллĕ ЯХПК) слесаре хавхалантарчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов пухăннисене уявпа саламланă май, сентябрьти сасăлавра хăйне черетлĕ хутчен депутата суйланăшăн тав турĕ, малашне те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеме сăмах пачĕ. Палăртса хăварни вырăнлă: пĕр кун маларах Юрий Алексеевич 65 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çавна май ăна Леонард Левыйпа Алевтина Федорова, Лаш Таяпа тата ентешлĕх хастарĕсем саламласа хаклă парнесемпе чысларĕç.

Юрий Попов — чаплă производственник, паллă меценат, пултаруллă спортсмен. Округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассинче пысăк тỹпе хывакан. Хăй енчен вăл «Рассвет» ЯХПКри Зоя Алексеева кладовщицăна, Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Валентина Петрушкина фуражира, «Промсервис» пĕрлешỹри Наталия Пирогова тĕп бухгалтера, «Комбайн» ЯХПКри Людмила Соловьева выльăх-чĕрлĕх фермин рабочине Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, «Эмметево» ОООри Наталия Чернова дояркăна Тав çырăвĕпе наградăларĕ.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ:

— Паянхи уяв хаклă та, пĕлтерĕшлĕ те. Ял хуçалăхĕ округра экономика аталанăвĕн тĕп отраслĕ шутланать. Кăçал эпир пухса илнĕ тыр-пулăн пĕр гектартан тухакан тата пĕтĕмĕшле виçипе те регионта 1-мĕш вырăна тухрăмăр. Округра пурăнакансем ялан хастар пулнине иртнĕ суйлавра та çирĕплетсе пачĕç. Пĕрле пулар, пĕрле пурăнар.

Леонард Васильевич ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнисене (уйрăм статьясенче паллашăр) Дипломсемпе, кубоксемпе чысланă май, малашлăхра та çитĕнỹсене ỹстерсе пыма ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне хутшăннисем территори пайĕсен, тĕп библиотекăн, Елчĕкри «Солнышко», Çĕнĕ Пăва шкулĕ çумĕнчи ача сачĕсен, Курнавăш шкулĕн агролаборатори класĕн пуян куравĕсемпе, округри культура ĕçченĕсен юрри-ташшипе паллашма пултарчĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Малтисене палăртнă

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

  • Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура «Победа» сахал яваплă общество çĕнтернĕ. Отчетлă тапхăрта кунта пурĕ 33993 центнер сĕт, 1765 центнер аш-какай туса илнĕ, пĕр ĕнерен 7814 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 866 грамм ỹт хушнă. «Победа» ОООна Куçса çỹрекен кубок тата диплом парса хавхалантарнă;
  • Фермăсен коллективĕсенчи ĕç ăмăртăвĕнче çак ĕçченсем çĕнтернĕ, вĕсене Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă:
  • «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Ольга Георгиевна КРЫСОВА ĕне сăвакан оператор. Вăл кашни ĕнерен 10200 килограмм сĕт сунă;
  • «Победа» сахал яваплă обществăри Валерий Алексеевич ДРУЖИНИН мăйракаллă шултăра выльăх пăхакан оператор. Ăна çирĕплетсе панă выльăхсем пĕр талăкра 1200-шер грамм ỹт хушнă;
  • «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Алина Алексеевна ТЕЛЛИНА пăру пăхакан оператор. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра 1050 грамм ỹт хушнă;
  • Акционерсен «Прогресс» обществинчи Антонина Николаевна КАРСАКОВА сысна çăвăрлаттаракан оператор. Вăл кашни тĕп амаран 15,8 çура илнĕ.

Ăмăртура çĕнтернĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2026 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, çапла йышăннă:

  • Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе «Энтепе» сахал яваплă общество çĕнтернĕ. Вăл Куçса çỹрекен кубока тата диплома тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче 1045 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтернĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 58,06 центнерпа танлашнă;
  • — хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çавăн пекех сахăр кăшманĕ туса илессипе Александр Владимирович ФИЛИППОВ хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнтернĕ, диплома тивĕçнĕ. Кунта 1 гектартан тухакан вăтам тухăç — тыр-пул — 60,01, сахăр кăшманĕ 552 центнерпа танлашнă.
  • çĕр улми туса илессипе «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество мала тухнă, диплома тивĕçнĕ. Кунта «иккĕмĕш çăкăра» 232 гектар çинче çитĕнтернĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 355,7 центнерпа танлашнă.
  • Ял хуçалăх производствинче тăрăшса ĕçлесе мала тухнă уйрăм çынсене округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă:
  • «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Николай Алексеевич КРУГЛОВ комбайнера. Вăл «АГРОС 595 плюс» комбайнпа 20508 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ, «2026 çулхи вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ;
  • «Победа» сахал яваплă обществăри Олег Станиславович ЕЛИСЕЕВ комбайнера. Вăл «Полесье» комбайнпа 15300 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ;
  • «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăри Геннадий Николаевич ЕГОРОВ комбайнера. Вăл «AVR SPIRIT 6200» комбайнпа 25700 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ;
  • Акционерсен «Прогресс» обществинчи Николай Александрович РОМАНОВ водителе. Вăл 7588 тонна — çухрăм ял хуçалăх таварĕсене, çав шутран «КамАЗ 45143» автомашинăпа 1962 тонна тĕш тырă турттарнă;
  • Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Виталий Петрович ШАКИН механизатора. Вăл «Zoomlion RG 2004» тракторпа 2950 условнăй эталон гектар ĕç пурнăçланă, çав шутран 1050 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code