Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес пулсан – Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать.
Апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар. Юлашки вăхăтра наркотик хутăшĕсене телефонпа шăнкăравласа е Интернет урлă вăрттăн сутасси вăй илнĕ. Пĕр наркоман хăйĕн серепине 10-15 çынна çаклатма пултарни паллă.
Ачасене наркотик тыткăнĕнчен мĕнле упраса хăварма пулать-ха; Вĕсене мĕн çамрăкран çак малтанлăх анчах илĕртекен чиртен пăрăнса кирек хăçан та «çук» тесе хуравлама вĕрентмелле. Çемьерен, садикрен, шкултан пуçласах вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. Çак тĕллевпе ашшĕ-амăшĕн, педагогсен, психологсен, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен, общество представителĕсен пĕрле тăрăшмалла.
Л.ЕГОРОВА.