Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр налукне — ÿстернĕ ставкăпа

Çĕр налукне — ÿстернĕ ставкăпа

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕ усă курмасан çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерме, налук виçине кадастр хакĕнчен /0,3 процент вырăнне/ 1,5 процент таран ÿстерме пултараççĕ.

Ку чухне сăмах çынсем пулăхлă сийе хăйсем тĕллĕн вырăнтан вырăна куçарни тата тĕп туни, пестицидсемпе, çавăн пекех агрохимикатсемпе, çыншăн тата тавралăхшăн ытти хăрушă хими япалисемпе усă курса сиен кÿни, вăхăтра е пачах рекультиваци ирттерменни, çĕре япăхлатакан пулăмсенчен, тĕслĕхрен, эрозирен хÿтĕлесе ятарлă ĕçсем йĕркелеменни, лаптăкпа ял хуçалăх производствинче 3 çул таран усă курманни пирки пырать.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсемпе саккун ыйтнă пек усă курманнин тĕслĕхĕсене вара пур районта тенĕ пекех тупса палăртаççĕ. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерес тĕллевпе 2017 çулта 76 административлă ĕçе налук службине çитернĕ. Кунта сăмах «тимлĕхсĕр юлнă» 2223 гектар çĕр пирки пырать. Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Çĕрпÿ, Канаш, Куславкка, Вăрмар, Шупашкар, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Етĕрне районĕсенче çум курăк «ÿстерекенсене» çĕр налукне пысăклатнă ставкăпа тÿлеттернисĕр пуçне РФ КоАПăн 8.7 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн административлă майпа явап тыттарнă. Сăмах май, çак статьяпа саккуна пăхăнман уйрăм çынна 20 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Штраф виçи, чăн та, пĕчĕк мар. Çавăнпах пулĕ юлашки çулсенче лаптăка хăйсен ирĕкĕпе тавăрма шут тытнисен йышĕ ÿссех пырать.

Ытларах чухне уйрăм çынсен тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарма тивнĕ. Инспекторсем пĕлтĕр темиçе çул пачах усă курман самай пысăк лаптăксене тупса палăртнă. Элĕк районĕнчи пĕр çыннăн 330 гектар! çĕр лаптăкĕ суха пуç курман. Теприн — 212 гектар!

Сăмах май, çакна палăртса каламалла: çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерес йĕрке арендаторсене тата çĕрпе тÿлевсĕр усă курмалли правăпа хуçаланакан çынсене пырса тивмест.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code